Иртнĕ вырсарникун Елчĕк çĕрĕ «Потому чТо Вместе» велосипедистсен чупăвне хутшăннисене кĕтсе илнĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый саламласа такăр çул суннă.
Июлĕн 19-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчен велочупу старт илнĕ. Унăн маршручĕ икĕ республикăна – Чăваш Ене тата Тутарстана – пĕрлештернĕ.
Велочупун тăршшĕ – 100 çухрăм. Паллах, ахальтен мар çакă. Кăçал икĕ республика та автономи йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çавăн пекех Чăваш профсоюзĕсене тата РФ агропромышленность ĕçченĕсен профсоюзне йĕркелени те 100 çул. Энергетиксен те юбилей çулталăкĕ – ГОЭЛРО планне йышăнни пĕр ĕмĕр. Велочупăва хутшăнакансен йышĕнче Раççей профсоюзĕн ирĕклĕ федерацийĕсен организацисен членĕсем йышлăн. Вĕсем те чупăва хăйсен паллă событине – федерацине йĕркелени 30 çул çитнине кăмăллăн паллă тăваççĕ.
Асăннă проект координаторĕ «Профсоюз ТВ» интерактивлă телеканалăн тĕп редакторĕ Сергей Драндров. Шăпах вăл Елчĕксене асăннă маршрутăн 40 çухрăмне чупса тухнине, умрисене çирĕппĕн парăнтарассине пĕлтернĕ.
Мероприяти тĕллевĕ чупура çĕнтересси мар, Комсомольски – Елчĕк – Пăва – Киять дистанцие парăнтарасси.
Тараватлă Елчĕк халăхĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Шкул ачисемпе Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем хăтлă парка курса хавхаланнă велосипедистсене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.
Республикăри велочупăва Елчĕксем те хутшăннă.
Сăн ÿкерчĕкре: Комсомольскинчен килнĕ велосипедистсем.