Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Камсем эпир тата миçен?

Камсем эпир тата миçен?

Çитес çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри çырав çĕршывра пурăнакан халăхсен тытăмне тата чĕлхесене палăртать. Этнограф кунне халалласа эпир çыравра вĕсене мĕнле шута илнине тата çĕнĕ цифрăллă формат кашнине хăй мĕнле наци çынни пулнине палăртма май пани пирки пĕлтеретпĕр.

Çĕршывра пурăнакансен халăх çыравĕнче хăйсем мĕнле наци çынни пулнине палăртма ирĕк пур. Халăх çыравĕн тĕп принципĕ вăл – харпăр хăй шухăшне палăртасси, çавăнпа пĕтĕм хуравсене сăмах тĕллĕн каланипе çырлахсах, документсемпе тĕрĕслемесĕрех çырасси, çав шутра национальность пирки те. «Патшалăх пулăшăвĕсем» порталта электронлă çырав листисене кашни хăй тĕллĕн тултарнă чухне те çав принципах пăхăнаççĕ. Çавăн пекех çакна та асра тытмалла, çырав листисенче хушаматпа ята тата ашшĕ ятне кăтартмаççĕ.

2010 çулхи çыравра Раççейре йышĕпе пĕр миллион çынран ытларах çичĕ национальность палăрнă: вырăссем /национальность кăтартнисенчен 80,9 процент/, тутарсем /3,9 процент/, украинецсем /1,4/, пушкăртсем /1,2/, чăвашсем /1,1/, чеченсем /1,0/ тата армянсем /0,9 процент/. 138 миллион çын вырăсла пĕлнине пĕлтернĕ, ку вăл 99,4 процентпа танлашать.

Çитес çырав листисенче çĕршывра пурăнакансем валли çакнашкал этнолингвистика ыйтăвĕсем пур:

– хăш наци çынни;

– тăван чĕлхе;

– вырăс чĕлхине пĕлни тата унпа усă курни.

Çак ыйтусене хуравлани этноссен йышĕ, вĕсем Раççейре ăçта, мĕнле условисенче пурăнни пирки пĕлме май парать. Çавăн пекех, демографи тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ ытти информацие, лингвистика тата экономика даннăйĕсене пуçтарма та пулăшать.

Çырав листисенче «Эсир хăш наци çынни» ыйтăва хуравламалли вариантсем çук. Çыравçăсен çыннăн национальноçне палăртас тĕлĕшпе урăхла ыйтусем пама юрамасть, вĕсен хуравĕсемпе иккĕленнине те палăртмалла мар. Çын мĕнле хурав парать, çырав хучĕсем çине çавна çырса хумалла.

Йышĕпе пĕчĕк тĕп халăхсем, тĕпрен илсен, çĕршывăн аякри тата çитме йывăр районсенче пурăнаççĕ. Унта 2021 çулхи апрельте транспортпа çитме çук. Пурне те шута илес тĕллевпе, çавнашкал вырăнсенче çырав 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2021 çулхи июнĕн 30-мĕшĕччен иртет.

Çырава хатĕрленнĕ чухне Раççей статистики этнографсемпе тата лингвистсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. «Çырав листисенчи этнолингвистика ыйтăвĕсене Н.Н.Миклухо-Маклай ячĕллĕ этнологипе антропологи институчĕн сотрудникĕсен шухăшне тĕпе хурса хатĕрленĕ», – палăртать ăслăлăх тĕп сотрудникĕ, Раççей Обществăлла палатин комисси председателĕ Владимир Зорин.

Вăл каланă тăрăх, çитес çыравăн çĕнĕ цифрăллă формачĕ кашнине хăш наци çынни пулнине палăртмалли лайăх мел пулса тăрать. «Электронлă çырав листисене кашни çын хăй тĕллĕн, çыравçă хутшăнмасăрах тултарма пултарать. Хăш наци çынни пулнине те хăй тĕллĕн палăртать», – тенĕ Зорин.

Чăваш Республикипе

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, регионта 115 наци çынни пурăнни паллă. Вĕсенчен чи йышли – чăвашсем – республикăра пурăнакан халăхсенчен 68 процент /815 пин çын/. Иккĕмĕш вырăнта вырăссем – 27 процент, виççĕмĕшĕнче тутарсем – 3 процент.

Раççейĕпе 1,44 миллион чăваша шута илнĕ, ку вăл çĕршывра пурăнакансен 1 проценчĕ. Йышĕпе чăвашсем вырăссемпе тутарсем, украинецсемпе пушкăртсем хыççăн пиллĕкмĕш вырăнта. Чăваш Республикисĕр пуçне чăвашсем ытти регионсенче те пурăнаççĕ: Тутарстанпа Пушкăртстанра çĕршыври пĕтĕм чăвашсенчен 8-шар проценчĕ, Ульяновск облаçĕнче – 7, Самар облаçĕнче – 6, Тюмень облаçĕнче – 2 процент.

2010 çулхи çырава хутшăннисем каланă тăрăх, республикăра пурăнакан 684 пин çын чăвашла пĕлнĕ /хурав панисенчен 56 процент/. Чăваш чĕлхине 77 процент тăван чĕлхе тесе палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code