ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 42-мĕш сессийĕнче Чăваш Енре республика бюджечĕ 2019 çулта мĕнле пурнăçланнине пăхса тухнă.
Республика бюджечĕ пĕлтĕр, тĕпрен илсен, экономика аталанăвĕн йĕркеллĕ условийĕсенче пурнăçланнă. Пĕтĕм макрокăтарту тĕлĕшĕнчен, тĕслĕхрен, промышленность производствин индексĕ, ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе ÿсĕм пулнă, вĕсем Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах. Тĕп капитала хывакан инвестицисен калăпăшĕ те ÿснĕ. Чăн ĕç укçи 3,9 процент пысăкланнă.
Пĕлтĕр республика бюджетне халăхăн социаллă гарантийĕсене тивĕçтерес тата тăкак обязательствисене вăхăтра финанслас тĕллевпе 4 хутчен тÿрлетÿсем кĕртнĕ. 2019 çулта бюджет тупăшсем енчен – 58,7 млрд, тăкаксем тĕлĕшĕнчен 55,2 млрд тенкĕлĕх пурнăçланнă. Профицит 3,5 млрд тенкĕпе танлашнă. Тупăшсем, 2018 çултипе танлаштарсан – 18,1 процент, тăкаксем 14 процент пысăкланнă. Бюджетра хамăрăн тупăшсен калăпăшĕ ÿснĕ – пĕтĕмпе 30,6 млрд тенкĕ. Тытăмне тишкерес пулсан, унта налук тупăшĕсен виçи чылай ытларах – 96 процент, çав шутрах – уйрăм çынсен, организацисен тупăшĕ, пурлăх, пĕтĕмĕшле тупăш çине хуракан налуксем, акцизсем. Иртнĕ çул федераци бюджетĕнчен, ЖКХ тата монохуласен фончĕсенчен уйăрнă тавăрса памалли мар укçа калăпăшĕ 25,2 млрд тенкĕпе танлашнă, çав шутра дотаци ытларах ?13 млрд тенкĕ/, субсидисем – 6,4 млрд тенкĕ, субвенцисем тата бюджетсен хушшинчи ытти трансферт – 5,7 млрд тенкĕ. 2019 çулта Чăваш Республикин патшалăхăн 22 программипе килĕшÿллĕн мероприятисем пурнăçа кĕнĕ. Тăкаксен пысăк пайĕ вĕрентÿ, социаллă политика, наци экономики, сывлăх сыхлавĕ валли кайнă. Ырă самантсенчен пĕри – ЧР парăмĕ чакни. 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак парăм 10,4 млрд тенкĕпе танлашнă, çулталăк каяллахинчен 2,6 млрд тенкĕ сахалрах.