Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый ертсе пычĕ.
Калаçу малтанах шăматкун Пĕтĕм Раççей шайĕпе иртнĕ «Нацисен кросĕ» чупу тавра пычĕ. Пирĕн районта та иртрĕ вăл. Унăн йышлăхĕ район центрĕнчи чупура уйрăмах палăрчĕ. Кăçал, паллă сăлтава пула, нихăш ял тăрăхĕнче те шкул ачисемпе вĕрентекенсем старта тухман. Çакă вара хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче кроса ирттерме «чăрмантарнă» курăнать: ăна пачах йĕркелемен е 7-8 çын кăна хутшăннă. Халĕччен шкул ачисен массăлăхĕпе саплаштарма хăнăхнă та. Йыш вара ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, хуçалăх правленийĕсен специалисчĕсенчен, депутатсенчен те аванах пуçтарăнма кирлĕ. Çав вăхăтрах Кĕçĕн Таяпасен физкультурăпа спортри яланхи теветкеллĕхĕ хальхинче те тĕслĕх илмелĕх: унта старта тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем йышлă тухнă…
Хаçатăн пĕр номерĕнче районта пуçару бюджечĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан проектсем пирки çырнăччĕ ĕнтĕ. Район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров асăннă ыйтăва тепĕр хутчен çĕклерĕ. Вăхăт та васкатать те, 34 проектран тата 12-шне ĕçе кĕртмелле. Кунта Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ ыттисенчен пуçаруллăрах пулни курăнать: палăртнă 5 проектпа та ĕçсене вĕçленĕ. Аслă Таяпа, Курнавăш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çаврăнăçулăха ÿстермеллех, вĕсенче 2-шер проектпа вĕçне тухман.
Ача-пăча площадкисем, тренажер комплексĕсем йĕркелессине те кăçалах вĕçлемелле. 14 проектран /14 млн та 730 пин тенкĕлĕх/ паянхи кун тĕлне 7-шĕ çеç пурнăçланнă. Ку кăна та мар. Пилĕк ял тăрăхĕнче çавăн пекех 9 шыв башнине /10 млн та 482 пин тенкĕлĕх/ улăштармалла. Хапьлĕхе Тăрăмсемпе Кĕçĕн Таяпасем çеç пуçăннă. Аукционсем иртнĕ, апла тăк васкасчĕ…
/Хамăр корр./.