Турă кĕнекинче çакăн пек çырни пур – «Хăвăра вĕрентекенсене хисеплĕр». Пурнăçра тĕрĕс çул суйлама вĕрентсе, ырă канаш-сĕнÿпе пулăшса пирĕн чĕремĕрсене ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă вĕрентекенсем нихăçан та асăмăртан тухмаççĕ.
Çамрăкран манах пурнăçне суйласа Турă йĕркипе пурăннăран манăн пурнăç çулĕнче тĕрлĕ священникпа тĕл пулма тиврĕ. Маларах Тĕмерти чиркĕве çÿрерĕм, 16 çултан Улатăрти Таса Троица ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕнче пурăнтăм. Чылайăшĕ маншăн чăн вĕрентекен пулса чунра тарăн йĕр хăварчĕ. Тĕлĕнмелле те, хăш-пĕр çын пĕрре курса калаçсах чуна ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçать, пысăк хисеп çуратать. Е тата пĕр палламан, пурнăçра та курман çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ун пирки çырнă кĕнекесемпе паллашатăн та – вĕсем санăн чунна пысăк вĕрентекен пек кĕрсе юлаççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри вăл – Алексей Васильевич Рекеев священник. Вăл 1848 çулта кун çути курнă, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевпа пĕр ялтан. Вĕсем, Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралса ÿснĕскерсем, ачаран çывăх юлташсем, кайран Алексей Яковлев патриархăмăрăн вĕренекенĕ пулнă. Чĕмпĕрти уес училищинче педагога вĕренсе тухнă. Çак çын пĕтĕм чунне хурса Турăшăн ĕçленĕ, куçаруçă та пулнă май славян чĕлхинчен Турă кĕнекисене вырăс, чăваш чĕлхисене, евангелипе псалтыре куçарнă. Вăл пирĕн тăрăхра та паллă йĕр хăварнă. 1881-1917 çулсенче Елчĕк районĕнчи Кивĕç Эйпеç ялĕнчи чиркÿре священникра, шкулта учительте ĕçленĕ, чиркÿ çумĕнче ачасен хорне йĕркелесе ертсе пынă. Шăпа ăна пирĕн тăрăха яни вырăнти халăхшăн калама çук пысăк пуянлăх. Вăл вăхăтра шкул уçасси çав тери йывăр пулсан та, Алексей Васильевич хăйĕн укçи-тенкипе çак тăрăхра 11 шкул уçса вĕсене тытса тăнă, тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесен лавкки-складне уçнă. Ĕмĕрĕпех нушаллă халăха пулăшас тĕллеве мала хунă. Турă пулăшса пынипе пурнăçланă çак пысăк ĕçсене священник, вĕрентекен. Кивĕ Эйпеç прихутне çÿллĕ шайра тытса тăнă. Ăна 2-мĕш степень Çветтуй Анна орденне парса чысланă. 1932 çулта пурнăçран уйрăлсан ăна хăй ĕçленĕ чиркÿпе юнашарах пытарнă. Унăн вил тăпри таврашне ял халăхĕ, уйрăмах шкул ĕçченĕсемпе вĕренекенсем, тирпейлесе тăраççĕ. Ырă та пархатарлă ĕçне пула Алексей аттен ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех упранать.
2009 çулта мана шăпа Лаш Таяпа ялне илсе çитерчĕ, Варнава митрополит пилĕпе кунти чиркÿре настоятельте ĕçлеме пуçларăм. Çак вăхăтра Кивĕ Эйпеç чиркĕвĕнче священник пулса тăрăшакан Леонид аттепе тата та çывăхлатрĕ пурнăç. Шел пулин те, йывăр чире пула вăл çамрăклах пурнăçран уйрăлчĕ – чунĕ Турă патне куçрĕ. Ун хыççăн 2016 çулта Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан Владыка мана пĕр харăсах Кивĕ Эйпеç чиркĕвĕнче службăсем ирттерме пиллерĕ, кунта 4 çул тăрăшрăм. Çакăнта службăра тăнă вăхăтра Алексей Рекеев пултарулăхĕпе тата та çывăхрах паллашрăм, кашни кĕлĕ хыççăн унăн вил тăприйĕ умне тухса лития ирттерессине йăлана кĕртрĕм. Çавăн пекех шкул ачисене, ял халăхне явăçтарса ун ячĕпе ирттермелли панихида кунĕсем йĕркеленĕччĕ. Кивĕ Эйпеçре ĕçленĕ тапхăрта священникăн вил тăприне çĕнетес шухăша пуçа кĕртнĕччĕ. Вылянса тăнăран хĕресĕ, ытти тĕлте катăлнă вырăнсем пурри пăшăрхантаратчĕ. Анчах та вăл вăхăтра Лаш Таяпа чиркĕвне туса пĕтерейменни, сывлăх енчен хавшани çак ĕмĕте пурнăçлама тытса тăчĕ. Кăçал вара, мухтав Турра, çак ял çынни Леонид Лукьянович Григорьев предприниматель ертсе пыракан ушкăн тăрăшнипе А.Рекеев вил тăприн плитине çĕнетме, мрамор хĕрес лартма май килчĕ /маларах та вĕсем çĕнетсе тирпей кĕртнĕччĕ ăна/. Турă умĕнче пархатарлă ĕç пурнăçлакансем сăваплă, вĕсем тасалăхра, çÿллĕ шайра тăраççĕ.
А.Рекеев пирĕншĕн чăннипех çутă çын пулнă. Ăна пирĕн çĕре çити пуç тайса тав тумалла. Тепĕр ĕмĕт – «Рекеевские чтения» ирттерес шухăш пур пуçра. Кунта, паллах, шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пулăшу парĕ.
Леонид Григорьев предпринимателе пархатарлă ĕçĕшĕн уйрăм тав сăмахĕ калатăп. Вăл районта анчах мар, таврари районсенче те сахал мар палăк лартма хастар хутшăнать. Хăйĕн шучĕпе те чылай пулăшать. Сăмахран, Лаш Таяпара Василий Дмитриев протоиерейăн, Серафим иеромонахăн, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕн Осип Михайлович Ятмановăн мемориал хăмисене тума пулăшрĕ. Кăçал Кивĕ Эйпеç шкулĕ умĕнчи А.В.Рекеева халалласа лартнă палăка тĕпрен юсарĕç вĕсем.
– Çакăн пек палăксем Тăван çĕршыва юратас туйăма татах та вăйлатаççĕ, ун умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланисене асра тытма хистеççĕ, – палăртать Леонид Лукьянович.
Силуан КОЗЛОВ иеромонах.