Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сиплев çурчĕсем çĕнелеççĕ

Сиплев çурчĕсем çĕнелеççĕ

Кăçал Чăваш Енри пуçламăш медицина-санитари пулăшăвне аталантарма федераци тата республика бюджечĕсенчен 32,6 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çак укçа-тенкĕпе республикăра пилĕк ФАП хута кайнă. Вăл шутран пĕри пирĕн районти Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче.

Республикăра сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсас ĕç те хĕрÿ пырать. Ку тĕлĕшпе республикăри медицина организацийĕсенче 889,7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Çак укçа-тенкĕ 44 объекта çĕнĕ сăн кĕртме май парĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе хальхи вăхăтра Елчĕкри тĕп больницăра çуртăн фасадне тĕпрен юсас ĕçсем пыраççĕ. Проектпа смета документацийĕсем тăрăх, фасада çĕнĕ сăн кĕртме республика 12,5 миллион тенкĕ уйăрнă. «Стройинвест» ПМК ООО ĕçченĕсем /ертÿçи Д.Сазонов/ ĕçе пахалăхлă тата палăртнă вăхăтра вĕçлеме шантараççĕ. Больница ертÿçисем те юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăклансах тăраççĕ.

ХАКЛАВ

Л.ДАНИЛОВА, Çĕнĕ Арланкасси:

– Ялта паянхи пурнăç ыйтакан фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленсе ларни питĕ вырăнлă. Ĕлĕкхи, 43 çул каялла хута кайни, çĕрĕшнĕччĕ, сивĕччĕ унта. Халĕ кунта хамăр ялсем кăна мар, кÿршĕсем те пĕрремĕш пулăшу илме килеççĕ. Галина Александрова медицина сестрин çĕнĕ çĕрте ĕçлес кăмăлĕ тата пысăк. Эпир кăна мар, инçетре пурăнакан ентешсем те, район центрĕнчен инçетри ялта хăтлă та ăшă, çутă, çĕнĕ оборудованиллĕ ФАП туса лартнипе кăмăллă. Ватă çынсемшĕн пушшех меллĕ вăл.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code