Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви «Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан чи лайăх нумай функциллĕ центр» конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Вăл икĕ номинаципе иртнĕ. Асăннă конкурсри «Чи лайăх универсаллă специалист» номинацире Елчĕкри нумай функциллĕ центрăн специалисчĕ Ольга Чернова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Сăмах май, Ольга районта çак центр уçăлнă пĕрремĕш кунранах пысăк тăрăшулăхпа вăй хурать.