Коронавирус инфекцийĕнчен вакцина тума республикăна чи малтан 1012 доза илсе килнĕ. ЧР сывлăх сыхлав министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, декабрь-январь уйăхĕсенче республикăна вакцинăн тепĕр пысăк партийĕ килсе çитмелле.
Прививкăна граждансене хăйсен ирĕкĕпе, тÿлевсĕр тăваççĕ. Унччен маларах тухтăр патĕнче йышăнура пулса сывлăха тĕрĕслеттермелле. Тухтăр-терапевт прививка тума ирĕк парать.
Тухтăрсем çакăн пирки те аса илтереççĕ: инфекцирен хÿтĕленмелли прививкăна 18-60 çулсенчи çынсене тумалла. Инфекци тата инфекципе çыхăнман чир нушалантарнă чухне, вăраха кайнă чир аптăратсан прививка тума юрамасть. Сывалнă хыççăн 2-4 эрнерен тин вакцинацилеме юрать. Ача кĕтекен тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене, 18 çула çитмен çамрăксене те прививка тумаççĕ.
Вакцинацие икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Иккĕмĕш вакцинацие пĕрремĕш прививка хыççăн 3 эрнерен тăваççĕ.
Прививкăна чи малтан медиксене, педагогсемпе социаллă работниксене тăваççĕ. Ытти категорири çынсене 2021 çул пуçламăшĕнче черет çитет.