Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв интересĕсем тĕп вырăнта

Çĕршыв интересĕсем тĕп вырăнта

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн çулсерен йĕркелекен пресс-конференцийĕ кăçал онлайн мелĕпе иртрĕ. Мускаври Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрне пуçтарăннă федераци шайĕнчи тата ют çĕршывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем /пурĕ 237 журналист/ Президента тÿрремĕнех ыйтусем пама пултарчĕç.

Магадан журналисчĕн Людмила Щербакован ыйтăвĕ чи малтанхи пулчĕ – вăл çĕршыв ертÿçинчен кăçалхи çулталăка хаклама ыйтрĕ. Владимир Владимирович ыйту çине хуравланă май кăçалхи çул пирĕншĕн, çав вăхăтрах пĕтĕм тĕнчешĕн пандемипе палăрса юлнине каларĕ. Çапах та çивĕч ыйтусем нумай пулсан та çĕршыв çак йывăрлăхсене хирĕç кĕрешме хатĕр пулнине çирĕппĕн каларĕ. Пресс-конференци умĕн халăхран килнĕ мĕн пур ыйтăва тÿрĕ эфир вăхăтĕнче тишкерме çук, çапах та пĕри те хуравсăр юлмĕç. Ку енĕпе Халăх фрончĕ, тĕрлĕ тытăм çине тăрса ĕçлĕç.

Кăçал шалти продукт 3,6 процент чакнă, ĕçсĕрлĕх пысăкланни сисĕнет, çав вăхăтрах тирпейлекен промышленноçпа ял хуçалăхĕнче туса кăларакан продукци виçи ÿснĕ. Банксем тупăшлă ĕçленĕ, çакă финанс тытăмĕ ура çинче çирĕп тăнине кăтартать. Чăн ĕç укçин вăтам виçи çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăштах ÿсĕ, çапах та чăн тупăшсем çулталăк вĕçленнĕ тĕле 3 процент сахалрах пулаççĕ. Çĕршыв ертÿçи килес çул мĕнпур енĕпе малалла ăнăçлă аталанасса шаннине пĕлтерчĕ.

Ыйтусен хушшинче суйлав темине çĕклени те пулчĕ. Халĕ парламент полномочийĕсем анлăланнă, депутатсем министрсене çирĕплетессине витĕм кÿрĕç. Кунта тулашран тÿнтерле витĕм кÿрекенсенчен асăрханмалли пирки асăнчĕ В.Путин. Çапах та кунашкал витĕме хирĕç тăрасси курăмлă.

Шалти тата тулашри политика пирки те ыйтусем пулчĕç. Ют çĕршыв ертÿçисен хушшинче Владимир Путин япăххине курмасть. Чи кирли – çĕршывсен интересĕсене тĕпе хуни. Раççей пуринпе те килĕшсе ĕçлеме хатĕр – тĕнчери хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе те утăмсем тăвать. Раççей экономика енĕпе вăйлă пулни çĕршыв историне «çĕнетсе» çырассине пÿлме май парĕ, ун чухне никам та хурине шурри пек кăтартма хăймĕ.

– Эпир хăмăрăн çĕршывпа, унăн историйĕпе мăнаçланатпăр, çак мăнаçлăха хамăрăн ачасене те парас тĕллевпе пĕтĕмпех пурнăçлатпăр, – палăртрĕ Владимир Владимирович.

Хаксем сентябрьтенпе ÿссе пыни те пăшăрхантарать журналистсене. Власть вара декабрь уйăхĕнче анчах тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пуçланă. Президент хăш-пĕр енĕпе хаксем объективлă сăлтавсемпе хăпарнине каларĕ, анчах та вĕсем сăлтавсăр ÿснипе çырлахма юрамасть. Кăçал тыр-пул тухăçĕ рекорд шайĕнче, анчах та çăкăр хакланать. Сахăр, тип çу тĕлĕшĕпе те çавах. Хаксене малашне çирĕп сăнаса тăма шантарчĕ ертÿçĕ.

Пандемине пула чухăнлăх шайĕ 13,5 процент чухлĕ пысăкланнă, çавна май ачаллă çемьесене малашне те пулăшĕç. Чухăнлăхпа кĕрешес тесен экономикăна аталантармалла, ун чух халăхăн тупăшĕ те пысăкланĕ.

Пресс-конференцире ĕç укçи темине те хускатрĕç. Ялти вĕрентекен 18 сехет ĕçлесе çак шкулти тирпейлÿçĕпе тан шалу илет. Владимир Владимирович каланă тăрăх, шалу ĕçшĕн тÿлемелли виçерен пĕчĕкрех пулма пултараймасть. Тирпейлÿçĕне пысăклатнă, ыттисен вара унчченхи шайрах юлнăран шалу виçи танлашнă. Президент шучĕпе ку тĕрĕс мар, ыттисенне те ÿстермелле – çакнашкал йышăнусем пулĕç. Çавăн пекех вăл пенсионерсене пулăшмаллине асăнчĕ. Çитес çул пенсие инфляцирен пысăкрах виçепе ÿстерме палăртнă.

Пандеми вăхăтĕнче тăнăçлăх кирлĕ. Çавна май çĕршыв стратеги тĕллевĕсене пăрахăçламасть, регионсене пулăшма уйăрнă укçа та пулатех.

Калаçу Конституцине кĕртнĕ улшăну, терроризмпа экстремизм, газификаци тавра та пулчĕ. Конституцине улăштарнине Президент вăхăтлă тесе хаклать. Тĕп саккуна çăмăл мар лару-тăру вăхăтĕнче – 1993 çулта йышăннă. Вăл хăйĕн тĕллевне пурнăçласа граждансене тăнăçлăхпа тивĕçтернĕ. Анчах халь урăх условисем пулнăран Тĕп документа тÿрлетÿсем кирлехчĕ. Çак шутра – пенси индексацилессипе çыхăннă гарантисем те. Экстремизм тата терроризм теми тавра калаçнă чух тĕнпе çыхăннă ыйтусемпе асăрхануллă пулма, кашнин ирĕкне уяма сĕнчĕ Президент. Газификаци пирки калаçнă чух ялсене малашне те газ илсе çитерессипе тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă, хальлĕхе çĕршыври газификаци шайĕ 71 процентпа танлашать. 2025 çул тĕлне çак цифра 90 процент пулмалла.

Ыйтусен хушшинче çемье телейĕн вăрттăнлăхĕн темине хускатни те пулчĕ. Владимир Путин ăна юратура курать.

Президент шухăшĕпе кашни çулах кăткăслăх та пулать, çав вăхăтрах савăнăç та. Çапах та ыррине шанса малалла утăмламалла, çĕршыв малашлăхĕшĕн тата унăн халăхĕшĕн тăрăшмалла.

ХАКЛАВ

Алина ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

– Кăçал коронавирус чирĕ тĕнчери мĕн пур çĕршыв умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ Владимир Путин пресс-конференцире. Усал чир çапла килсе çапнине хирĕç кĕрешме нихăш çĕршыв та хатĕр пулман. Ку енĕпе пирĕн çĕршыв вăхăтлă йышăнусем туни – пандеми пуçлансанах чикĕсене хупни вăхăт выляса илме пулăшрĕ. Чирлисем валли тивĕçлĕ койка-вырăнсем хатĕрлени, ку амакран сиплес тĕллевпе хушма çĕнĕ 40 больница хута яни, маскăсен производствине 20 хут пысăклатни, эмелсемпе вăхăтлă тивĕçтерни лару-тăрăва алăра тытма май панă. Граждансене тÿрреммĕн пулăшма пурĕ 830 млрд тенкĕ уйăрнă. Пирĕн çĕршывра чи малтан вакцина шутласа тупни те пысăк çитĕнÿ. Анлă вакцинаци ирттерме пуçласан лару-тăру çăмăлланĕ, чирлекенсен йышĕ кунран-кун чакса пырĕ.

Медицина ĕçченĕсем çĕршывра сарăлса пыракан коронавирус чирĕн çулне пÿлес, халăха тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе сывлăхне, пурнăçне тата вăй-халне хĕрхенмесĕр ырми-канми тăрăшаççĕ /çĕршывра ку чирпе кĕрешес ĕçе пурĕ 150 пин тухтăр хутшăнать/. Раççей Президенчĕ медиксене хавхалантарассипе çыхăннă тимлĕхе ÿстерме шантарни малашлăха шанчăклăн пăхма хистет.

Е.ГЕННАДЬЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code