Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыравпа – çул çÿревре. Пуласлăха утатпăр!

Çыравпа – çул çÿревре. Пуласлăха утатпăр!

«Назад в будущее» фильмра кăтартнă мухтавлă спорт автомобилĕ тепĕр хут «чĕрĕлсе» тăма пултарать. Унпа усă курса 40 çул каяллахи фильмри сăнарсем тĕрлĕ тапхăрсене çитсе курма, çав вăхăтри пурнăçа лайăхрах пĕлсе ăнланса илме пулăшаççĕ. Халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх шăпах çапла тума вăхăт çитрĕ.

Тĕрлĕ тапхăрти уйрăмлăхсене статистика та палăртать. Халăх мĕнле улшăнса пыни, вăл мĕн ытларах килĕштерни, мĕн тума пултарни, çĕршывăн экономики пирки те каласа парать. 30, 20 е 10 çул каялла тата паян эпир мĕнлереххине пĕлсе пуласлăха курма çеç мар, ăна планлама пултаратпăр. Çакна шута илсе кĕске çул çÿреве тухар-и?

1989 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх РСФСРта аслă пĕлÿллĕ 12,7 миллион çын пурăннă, ятарлă вăтам пĕлÿ илнисем 21,7 миллион шутланнă. Ку вара 15 çултан аслăрах пĕтĕм халăх йышĕнчен 10 тата 18 процент пулать. 2020 çулта аслă пĕлÿллисем 15 процента çитнĕ /19 миллион çын/, вăтам професси пĕлĕвĕ илнисем – 27 процент /32,9 миллион/.Тепĕр сакăр çултан, 2010 çулхи çыравра аслă пĕлÿ илнисем 22 процент /26,8 миллион/ шутланнă, вăтам професси пĕлĕвĕ илнисем – 30 процент /36,7 миллион/. Куратпăр ĕнтĕ, ку тапхăрта çынсен аслă пĕлÿ илес туртăмĕ ÿснĕ. Çакă ĕç суйласа илесси çине мĕнлерех витĕм кÿнĕ? Ăрусен теорийĕпе кашни тапхăрта анлă сарăлнă профессисем палăраççĕ. Тĕслĕхрен, 80-мĕш çулсенче нумайăшĕ нефтьпе газ промышленноçĕнчи специальноçсене суйласа илнĕ, çавăн пекех товароведсем, сутуçăсем, хăна çуртĕнче ĕçлекенсем, телеателье маçтăрĕсем, оборудовани наладчикĕ пулас текенсем йышланнă. Хăна çурчĕсенче тăрăшакансен профессийĕ, калăпăр, 1980 çулта Мускавра Олимпиада иртнĕ хыççăн туризм вăйлă аталаннине пула анлă сарăлнине палăртаççĕ специалистсем.

Экспертсем хальхи вăхăтра пысăк ĕç укçи шантаракан профессисем мала тухнине асăнаççĕ. Çавăн пекех çĕнĕ тытăмсенче пултаруллă специалистсем ытларах кирлипе те профессисем анлă сарăлнисем шутне кĕреççĕ: IT тытăмĕнче, биотехнологире, маркетингра, çыхăну тытăмĕнче. Яланхи пекех, суту-илÿпе йăла пулăшăвĕнчи профессисене суйласа илекенсем сахаллăн мар. Технологи енчен пысăк пĕлÿ кирлĕ специальноçсемпе 1985 çулта çуралнисем те ытларах кăсăкланаççĕ: урбанистика, архитектура, дизайн. Паянхи ачасем ученăйсем пуласшăн, мĕншĕн тесен вĕсем ăслăлăхра çĕнĕ çулсем, йышăнусем кирлине ăнланаççĕ.

2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсене пăхса тухсан та эпир аслă пĕлÿ илнисен йышĕ малалла ÿсессине асăрхатпăр. Юлашки тĕрĕс ÿкерчĕке вара черетлĕ çырав кăтартса парĕ.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code