Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аграрисене – çăмăллăх кредичĕ

Аграрисене – çăмăллăх кредичĕ

Раççей Ял хуçалăх министерстви 2021 çулта çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтермелли плана çирĕплетнĕ. Халĕ кредит илес текен заемщиксен реестрне йышăнма тытăннă.

2017 çултанпа АПКри ял хуçалăх таварне туса илекенсене, организацисене кĕске вăхăтлăх тата инвестици çăмăллăх кредичĕсем уйăраççĕ. Вĕсен çулталăкри процент ставки 1-5 процентпа танлашать. Çăмăллăхпа усă курас тесен ял хуçалăх предприятийĕн пĕтĕмĕшле тупăшăн 70 процентĕнчен кая мар чĕр тавар малтанлăха тирпейлесе, сутса тунă укçа пулмалла. Раççей Правительстви çирĕплетнĕ йĕркепе РФ Ял хуçалăх министерстви кредитпа тивĕçтерекен банксене палăртнă ĕнтĕ.

Хуçалăхсем ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене аталантарма, чĕр тавар тирпейлеме инвестици кредитне 2-15 çулччен илме пултараççĕ. Çаврăнăшри укçа-тенке хушма кĕске вăхăтлăх кредитпа /1 çуллăха/ та усă курнă.

Пĕлтĕр кăткăс лару-тăрăва пула заемщиксене маларах илнĕ çăмăллăх кредитне 1 çуллăха тăсма ирĕк панă. Кăçал ун пек çăмăллăхсем пулĕç-? Федераци шайĕнче кăçал çакна йышăнман-ха. Çăмăллăх кредитне илес тесен аграрисен налук парăмĕ 50 пин тенкĕрен ытла тата хуçалăха панкрута ярассипе ĕç пуçарни пулмалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code