Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тав çырăвĕ

Тав çырăвĕ

Елчĕк çамрăкĕсем службăра тăракан çар чаçĕсен командованийĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе тăван тăрăха час-часах Тав çырăвĕсем килеççĕ.

Çак кунсенче çакăн евĕр çырăва Аслă Елчĕкри Ольга Николаевнăпа Владимир Зинонович Тябуковсем илчĕç. Вĕсен Алексей ывăлĕ службăра тăракан çар чаçĕн командованийĕ çамрăк пирки ырă сăмахсем çырнă. Командир пĕлтернĕ тăрăх, служба вăхăтĕнче Аслă Елчĕк каччи хăйне таса чунлă, яваплă, тĕрĕслĕхе мала хуракан, çар çыннин ятне çÿллĕ шайра тытакан салтак пулнипе палăрса тăрать, тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Командирсемшĕн ăста пулăшуçă, салтаксемшĕн чăн-чăн юлташ вăл.

Бригада тата дивизион управленийĕ ывăлне тивĕçлĕ воспитани панăшăн Алексейăн ашшĕ-амăшне чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.

Тябуковсем килĕшÿре пурăнса 3 ывăл çуратнă. Асли Артур шкул хыççăн аслă пĕлÿ илнĕ. Кĕçĕнни Стас 5-мĕш класра вĕренет.

Алексей ачаранах спортпа туслă. Ирĕклĕ майпа кĕрешме кăмăллать, ку енĕпе çитĕнĕвĕсем те курăмлă.

Е.КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code