Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лида аппан савăнăçĕ

Лида аппан савăнăçĕ

Тахçанах паллатăп-ха ăна. Ял çынни. Унăн кун-çулĕпе кăсăкланса вĕсем патне кĕрсе тухрăм. Эпĕ пынă вăхăтра Л.Иванова нуски çыхса ларатчĕ. Лидия Ильиничнăна 92 çулпа пырать тесе те калас çук. Куçлăх те тăхăнман вăл. Çамрăк курăнать. Халĕ те кĕпе-йĕм касать, çĕлет.

Лида аппа Лукапа Анастасия Гавриловсен йышлă çемйинче 1929 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче Ĕнел ялĕнче çуралнă. Тăхăр пĕр тăван çитĕннĕ. Шел пулин те, халĕ вăл пĕччен тăрса юлнă. Ыттисем пурте пурнăçран уйрăлнă.

Лидия Елчĕкри шкулта 8 класс вĕренсе пĕтерсен Патăрьелĕнчи педучилищĕне çул тытать. 1949 çулта алла «Пуçламăш классен учительници» диплом илет. Вара Елчĕкри, Ĕнелти, Яманчÿрелти, Вăрăмхăвари шкулсенче ĕçлет. Виçĕ çул комсомол райкомĕнче те тăрăшма тÿр килнĕ ăна. Хĕр учетпа статистика секторĕн заведующийĕнче тимленĕ.

1953 çулта Лида Гаврилова Тÿскел каччипе – Иван Ивановпа пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Иван Федорович хаяр вăрçăран хăрах алăпа таврăннă. Вăл Берлина çитнĕ, унта аллине çухатнă. Хăрах алăпа пулсан та çĕнтерÿçĕ-салтак колхозра счетоводра вăй хунă. 67 çула кайса 1991 çулта çĕре кĕнĕ вăл.

Лида аппана колхозра ĕçлеме те тÿр килнĕ. Пенсие кайиччен 17 çул сельхозтехникăри здравпунктра санитаркăра тăрăшнă.

Иван Федоровичпа Лидия Лукинична 5 ача çуратса ÿстернĕ. Кашнинех тивĕçлĕ воспитани панă. Пурне те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Асли, Светлана, Шупашкарти шкулта мĕн пенсие кайичченех учительте тăрăшнă. Славик Чулхулара çул-йĕр мастерĕнче, Юрка ДРСУра водитель пулса вăй хунă. Коля çар комиссариатĕнче, Лена Шупашкарта воспитательте хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Лида аппа Коля ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Ватă 10 мăнукĕн, 4 кĕçĕн мăнукĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕренĕвĕпе интересленсех тăрать. Ачисемпе мăнукĕсем тĕп киле килсех тăраççĕ. Çавăншăн питĕ хĕпĕртет кинеми. Акă, килти Иван мăнукĕ Чăваш патшалăх университетне пĕлтĕр хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Халĕ малалла вĕренет, заводра ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Настя мăнукĕ 11 класра ăс пухать. «5» паллăсемпе кăна вĕренет.

Патшалăх тивĕçлипе пăхать салтак арăмне. Юбилейлă, хисеплĕ ĕçпе çĕнсе илнĕ медальсем те сахал мар унăн.

Е.ГРИГОРЬЕВА.
Тÿскел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code