Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ статистика пулĕ

Çĕнĕ статистика пулĕ

Регионсемпе муниципалитетсенчи статистикăна малалла аталантарасси Раççей ведомствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Ун пирки çĕршыври статистика органĕн ертÿçи Павел Малков Новгород облаçĕнчи ĕçлĕ тĕл пулусем вăхăтĕнче пĕлтернĕ.

П.Малков журналистсене цифрăллă пĕрремĕш çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ, статистика çĕнелсе улшăнасси пирки каласа панă. «Регионсемпе муниципалитетсен статистикине аталантарассине Раççей ведомстви хăйĕн 2024 çулчченхи тĕп задачи тесе шутлать. Эпир халĕ ăна уçăмлăрах та çынсене çывăхрах тăвасшăн тăрăшатпăр. Пирĕн цифрăсем пурне те ăнланмалла пулччăр тетпĕр, вĕсем тăрăх тĕрлĕ йышăнусем туччăр. Кăтартусен тытăмне анлăлатсах пыратпăр, пирĕн информаципе усă куракансемшĕн вăл çăмăлрах пултăр», – пĕлтернĕ П.Малков.

Маларах статистика ытларах чухне федераци шайĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ тата тĕпченĕ: «Эпĕ Раççейĕн ĕç тăвакан органĕсенче 10 çул ытла ĕçленĕ, çавăнпа вырăнти, уйрăмах муниципалитетсем тăрăх тĕрĕс кăтартусене тупасси çăмăл маррине лайăх ăнланатăп. Халĕ эпир çавнашкал лару-тăрупа кĕрешме вĕренсе пыратпăр».

Отчетсене электронлă мелпе пани – статистикăна унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе усă куракансем ыйтнă пек тума, пуçламăш кăтартусене тĕрĕсрех те туллирех çутатма май парать.

«Эпир ку енĕпе чылай ĕçлерĕмĕр – кăçалтан пысăк тата вăтам бизнесран отчетсене хут бланксемпе йышăнма пăрахатпăр, çитес çултан пĕчĕк бизнес ку мел çине куçса пĕтет. Урăхла каласан, электронлă отчетсем çеç юлаççĕ.

Çакă кăна пуçламăш кăтартусен чăнлăхне тата пахалăхне ÿстерет. Тата эпир хамăрăн информаци тытăмĕсене аталантаратпăр. Тĕрĕслевпе касса техникисенчен илнĕ кăтартусем тăрăх халăх туянакан таварсен хакĕсен индексне шутланă чухне искусствăлла интеллектпа усă куратпăр», – тенĕ П.Малков.

Электронлă технологисемпе çитес çыравра анлă усă курма палăртаççĕ: çыравăн цифрăллă листисене çыравçăсем планшетсенче, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче кашниех хăй тĕллĕн тултарма пултараççĕ.

РОССТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code