Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ята кăтартмасăр юрать-и?

Ята кăтартмасăр юрать-и?

Çĕршывра пурăнакансене кăçал иртекен цифрăллă пĕрремĕш çырав çавнашкал мел уçса парать. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче пуçтарнă кăтартусене усал шухăшлă çынсен вăрлама хăтланма та кирлĕ мар – пурпĕрех май килмĕ.

Çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ – вырăнта халăхран ыйтса пуçтарнă информаци Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тата çыравçăсен планшечĕсенчен тÿрех Раççей статистикине çитет.

Асăрхаттаратпăр, çырав листисенче хурав параканăн паспорт реквизичĕсене, тупăш калăпăшне, телефон номерне кăтартмаççĕ. Çавнашкал кăтартусем унта вуçех кирлĕ мар. Статистиксен хăш вырăнта пурăнакан хуравланине çеç палăртмалла. Урăхла каласан, хăш шут участокĕнче ыйтса пĕлнĕ. Çавăнпа планшетра кашни çыравçă çÿрекен адрес пулать.

Харпăр хăй Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çырава хутшăнас текенсен шанчăклă ЕСИА тытăмпа усă курса «хăйĕн пÿлĕмне» кĕмелле. Çакă вара çырав листисене икĕ хутчен тултарасран та сыхлать. Анчах кашни харпăр хăй çинчен даннăйсем унпа çыхăнман, информацие шифрласа параççĕ.

«Цифра хатĕрĕсем информацие хăвăртрах пуçтарма тата пĕтĕмлетме май параççĕ, йăнăшсенчен тата тĕрĕсмарлăхран сыхлаççĕ. Вĕсем çырав кăтартăвĕсен çĕршыв аталанăвĕнчи тухăçлăха палăрмаллах ÿстереççĕ. Çавăнпа эпир информацие хÿтĕлекен хăватлă хатĕрсемпе, çĕмĕрме çук программăсемпе усă куратпăр. Тĕп хÿтĕлев вăл, паллах, çырав кăтартăвĕсенче уйрăм çын пирки пĕлтерменни, унта ят-шыв çукки. Вĕсем электронлă çырав хучĕсене панă чухнех программăран çухалаççĕ», – палăртнă Раççей статистикин пуçлăхĕ Павел Малков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code