Районти тĕп больницăри инфекци кабинетне юлашки тапхăрта чирлисем йышлăн килме пуçлани палăрмаллах сисĕнчĕ. Коронавирус инфекцийĕ çакланман-ши тесе шикленнĕрен кăштах ÿсĕрме пуçласанах, температура хăпарсанах тухтăрсем патне каятпăр. Инфекци кабинетĕнчи йышăнура çамрăк тухтăрсем улшăнса кăна тăраççĕ. Кашнийĕшĕ пациентсемпе ăшшăн калаçать, тĕплĕ тĕрĕслет. Лариса Шакова медицина сестри вара врач хушнипе кашни пациентран тĕрлĕ анализ илет, пĕр пÿлĕмрен тепĕрне чупса çÿресе ĕçлет.
Пандеми вăхăтĕнче уйрăмах çăмăл мар унăн ĕçĕ, çапах та хăйĕн тивĕçне çÿлти шайра пурнăçлать.
Пермьри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хĕр малтанах Шупашкар больницинче тăрăшнă. 1996 çултанпа – район больницинче. 37 çул стаж пухнă хастар медсестран сăн ÿкерчĕкне поликлиникăри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Лариса Ивановнăна пандеми тапхăрĕнчи хастар ĕçшĕн ЧР Сывлăх министерстви Тав хучĕпе чысланă. Ытти грамотăсем те йышлă унăн.