Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул çĕршывсене çывăхлатĕ

Çул çĕршывсене çывăхлатĕ

«Европа – Хĕвел анăç Китай» транспорт коридорĕн хуçланчăк йĕрĕ Еврази карттине икке пайлать. Санкт-Петербургран пуçланать те Китайри Ляньюнганра вĕçленет. «Çĕнĕ пурçăн çул» ят панă магистраль куçпа виçме çук дистанци – 8,5 пине яхăн çухрăм! Çак çулăн пĕр пайĕ Чăваш Ен урлă иртмелле.

Çĕршывсене çыхăнтаракан пысăк транспорт коридорĕн тытăмне кĕмелли М-12 автомагистралĕн сыпăкĕ, 94 çухрăм тăршшĕ, республикăн 6 районĕ /Çĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Канаш, Тăвай/ урлă выртĕ.

Пысăк хăвăртлăхлă магистраль Чăваш Енри çак районсене мĕнле усă кÿрĕ; Çĕнĕ трасса районсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерессе, экономика аталанăвне вăй парасса шанмалăх пур. Унсăр пуçне, районсенчи çынсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе те курăмлă пулăшу пулмалла. Подрядчик ютри организаци пулсан та район çыннисене магистраль строительствинче ĕçлеме йышăнасси паллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code