Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хăрушă наркăмăш

Хăрушă наркăмăш

Виçĕмкун Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне паллă турăмăр. Çавна май эрех сиенĕ пирки тепĕр хут аса илтерни вырăнлă пулĕ.

Хăшĕ-пĕри алкоголь организмăн мĕнпур тытăмне аркатакан хăрушă наркăмăш пулнине темшĕн шута илесшĕн мар. Унра наркотик тата токсин паллисем пĕрлешнĕ, çакă организма лекнĕ этил спирчĕ йÿçĕкленсе уксус альдегичĕ йĕркеленнипе çыхăннă.

Ĕçекенсенчен чылайăшĕ алкоголь пысăк тутлăхлă тесе шутлать. Апат-çимĕçпе танлаштарни вырăнсăр, паллах. Шăпах çакнашкал пăтраштару ĕçкĕçсен сисчевлĕхне чакарать те. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, пахалăх шайĕпе начар шутланакан сăра та ĕçке ертнин сăлтавĕ пулма пултарать.

Шутласа пăхăр, пĕр бутылка шурă эрех организма 1400 килокалори «парнелет». Вăтам йывăрăшлă вăй-хал ĕçе пурнăçлакан вара талăкра 3100 килокалори пĕтерет. Апла тăк алкоголь килокалорийĕсем мĕн кирлине шайлаштараймаççĕ, унсăр пуçне вĕсем пушă. Çыннăн организмĕ тĕрлĕ йышши белок, çу, углевод, витамин, минерал тăварĕ ыйтать. Эрех-сăрара вĕсем çук. Малтанхи вăхăтра алкоголь апат антарнăн туйăнать. Чылайăшĕ çапла шутлать те. Анчах ăна хăнăхса пынăçемĕн лару-тăру улшăнать. Чирлĕ çын апат çиесшĕн мар. Пĕрисен çакă эрех ĕçнĕ чухне палăрать, теприсен – мухмăрпа аптăранă чух. Çыншăн алкоголь хăйне евĕрлĕ çимĕç çине куçать. Хăйне кирлине илес вырăнне организм эрех-сăран чухăн калорийĕпе çырлахать. Витамин çитменни ăна хавшатать, унăн тытăмĕ этанолпа тата уксус альдегичĕпе сиенленет. Кун пек чух эрехĕн наркăмăш витĕмне вăл çăмăллăнах парăнать.

Алкоголь аппетита чакарать кăна мар, выçăллă-тутăллă çÿресси патне илсе пырать. Вăрах вăхăт ĕçкĕпе иртĕхсен глюкоза ирĕлме чарăнать, организм кал-кал ĕçлейми пулать. Çав вăхăтрах çу шайĕ ÿссе каять, вăл пĕверте пухăнать. Унтан хăрушăраххи – пĕвер циррозĕ пуçланни.

Эрехе пула В1 тата В6 витаминсем ферментсен ĕçне тытса пыракан пĕрлешÿсем йĕркелесси япăхланать. В1 витамина организм йышăнми пулать. Д витамин гормон йышши çыхăнусем йĕркелеймест. Кусем – пурнăçра кирлĕ япаласем. Эрех ăш-чикри шыва хăвалать, çакă нерв клеткисемшĕн уйрăмах сиенлĕ.

Эрехпе туслашни ырри патне илсе пымасть. «Ĕçке пула пуç пĕтет», – тенĕ ваттисем. Шутлăр: сывлăх хаклă е эрех; Инкеке сирме вăй çитереймесен тухтăртан пулăшу ыйтăр.

Р.ШАКОВА,
психиатр-нарколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code