Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Вулакансене- чăвашла ҫĕнĕ кĕнекесем

Вулакансене- чăвашла ҫĕнĕ кĕнекесем

«Чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси, тĕпчесси тата аталантарасси» ҫумпрограммăна пурнăҫа кĕртсе пынипе килĕшӳллĕн Елчĕк районĕнчи  библиотекăсен пĕрлештернĕ системин  муниципаллă автономии культура учрежденийĕ чăвашла пичетленнĕ ҫĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ.  Правительство кĕнеке фончĕсене тĕрлĕ енлĕ паха литературăпа пуянлатассине, ку енĕпе халăх интересĕсене тивĕҫтерессине пысăк вырăна хуни лайăх курăнать. Районти вулавăшсене чăваш чĕлхипе  пичетленнĕ   кĕнеке ҫӳлĕкесем султан-ҫул пуянланса пыраҫҫĕ. Тин ҫеҫ пичетленнĕ, типографии краски шăрши те кайман чăваш кĕнекисене курсан, чун хавхаланса каять. Кĕнеке тусĕсем те ҫĕнĕ изданисемпе интересленсех тăраҫҫĕ. Акă пирĕн ентеш   Петр Сидоров (Лаштай) ҫырнă «Паллă ҫынсемпе пĕрле» кĕнеке. Кĕнекери хайлавсем Чăваш Республики тата Раҫҫей Федерацийĕн кун-ҫулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштараҫҫĕ. Кунта Совет Союзĕн Геройĕ А. Ф. Беляевăн пурнăҫĕпе тата кун-ҫулĕпе тĕплĕн паллаштарать. Ҫавăн пекех  Х. М. Миначев ăсчах, пирĕн патриархăн  И. Я. Яковлевăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ А. В. Рекеев, спорт ҫăлтăрĕ, олимпиец А. В. Игнатьев, пĕтĕм тĕнчери информации академийен академикĕ И. Н. Никтин (Вăрăмхава) тата ыттисем  ҫинчен те вуласа пĕлме пулать.

       Николай Сидоров  ҫырнă «Пĕрремĕш учитель» кĕнекене  кĕнĕ пьесăсенче чăвашсен паллă ҫыннисен  И. Я. Яковлевăн, К. В. Ивановăн пурнăҫĕнчи хăш-пĕр саманта ҫутатса панă. Хайлавсене истории пулăмĕсене тĕпе хурса ҫырнă. Вĕренекенсем пьесăсене вуласа тухма кăна мар, шкул сцени ҫинче  лартма та пултараҫҫĕ.

       Денис Гордеев  писателĕн ҫĕнĕ кĕнекине юлашки ҫулсенче ҫырнă калавсемпе повеҫсем кĕнĕ. Вĕсенче — кирек хăш саманара та ҫивĕчлĕхне ҫухатман темăсем: ҫынлăх, чунлăх, пĕр-пĕрне хисеплесси, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусем тата ытти те. «Аҫаҫури» ятлă калавра Маркушăн ачалăхĕ пылак пулман. Аҫаҫури хăйне кӳрентерни унăн чунĕнче тарăн суран хăварнă. Ҫавăнпа каччă икĕ ачаллă хĕрарăмпа пĕрлешсе унăн пепкисемшĕн чăн-чăн ашшĕ пулма ĕмĕтленет.

     Аркадий Казанов  «Ҫăмас» («Кушак ылханĕ») кĕнекере тĕп шухăш — килсĕр кушаксен пурнăҫĕ. Тĕп сăнар Ҫăмас та вĕсен шутне лекет. Пĕрле пухăнса вĕсем хăйсем пекех нуша куракансене пулăшаҫҫĕ. Анчах кушаксене ҫеҫ мар, Тимуха та хăрушлăх кĕтет иккен. Ăна пулăшас тесе тăват ураллă туссем ятарлă план хатĕрлеҫҫĕ. Ку кĕнекери кушаксен пурнăҫне ачасем тӳрех ăнланаҫҫĕ пуль тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен ку повесть фантастика-юмах мар, чăн пурнăҫ.

Хисеплĕ вулакансем,  ҫĕнĕ кĕнекесем часах библиотекăсене ҫитĕҫ, кĕтетпĕр сире..

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code