Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Валерий Смирнов – фермер шкулĕн вĕренекенĕ

Валерий Смирнов – фермер шкулĕн вĕренекенĕ

Кăçал республикăра «Фермер шкулĕ» уçăлнă. Ятарлă курсра тÿлевсĕр вĕренме малтанласа 22 çынна суйласа илнĕ. Çак йышра Чăваш Тăрăм ялĕнчи Валерий Смирнов хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи те пур.

Сăмах май, пилотлă проекта çĕршыври 15 регионра пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна АПКна кадрсемпе тивĕçтерессипе тунă курăмлă утăм тесе хакламалăх пур. Мĕншĕн тесен «Фермер шкулĕ» – Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештерекен пĕрремĕш площадка шутланать. Çĕнĕлĕхпе кăсăкланакансен, пĕлĕве ÿстерес текенсен йышĕ хутшăнсах пырать. Парта хушшине çамрăксемпе пĕрлех аслă ÿсĕмрисем те ларнă. Ял хуçалăхĕнче бизнес йĕркелесе ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма ăнтăлни, пурнăç таппинчен юлас килменни вĕсене çак утăма тума – вĕренме хистенĕ. Унсăр пуçне, унтан вĕренсе тухнисен патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли майсем те ытларах пулаççĕ.

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче йĕркеленĕ çак ятарлă курсра вĕренекенсем «Çĕнĕ технологипе сыр тăвасси», «Çырла туса илесси», «Теплицăри пахча çимĕç» специальноçсене алла илеççĕ. Валерий Смирнов пĕрремĕш специальноçа – çĕнĕ технологипе сыр тăвассине суйласа илни унăн малашлăхри ĕмĕт-тĕллевĕсем те сулмаклă пулнине çирĕплетет. Сăмах май каласан, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче 400 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 225 пуç сăвăнакан ĕне тытаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнинчен кирлĕ таран продукци туса илеççĕ. Унсăр пуçне, ÿсен-тăран культурисен лаптăкĕ те 1700 гектар йышăнать.

Хальхи вăхăтра «Фермер шкулĕн» вĕренекенĕсем теори пĕлĕвне алла илнипе пĕрлех республикăри паллă предприяти-организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Кунта пĕлÿ илекенсем вĕрентÿ программипе килĕшÿллĕн нумаях пулмасть Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕнче пулнă, «çавра сĕтеле» хутшăннă. Вĕсем фермер юхăмĕн аталанăвне, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелессине сÿтсе явнă. Калаçăва видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ май унта банкăн районсенчи офисĕсене ертсе пыракансем те хутшăннă, ыйтусем çине тулли хуравсем панă.

– Лекцисенче, Раççей ял хуçалăх банкĕ йĕркеленĕ экскурсире, «çавра сĕтел» хушшинчи тĕл пулура çĕннине нумай пĕлтĕмĕр. Пирĕншĕн, ял бизнесне йĕркелеме палăртакансемшĕн, çакăн йышши вĕренÿ умри çул-йĕре уçакан шанчăклă мел пулнăн туйăнать, – тет фермер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code