Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Преступниксем – ăста психологсем

Преступниксем – ăста психологсем

Çынсем банк карточки çинчи укçа-тенкĕ куçнине ĕнентерекен СМС-пĕлтерÿсем телефонĕ çине килме пăрахнине асăрхаççĕ, ун хыççăн карточка çинче укçа çухалнине хыпарласа йĕрке хуралĕн ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем пирĕн районта та час-час пулаççĕ.

Темăна уçăмлатма, халăха тĕслĕхсемпе ăнлантарса пама эпир районти полици пайĕн участокри уполномоченнăйсен ертÿçинчен Людмила Егоровăран ыйтрăмăр:

– Банк карточкисемпе çыхăннă преступленисен шучĕ юлашки вăхăтра пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Халăх карточкăсемпе усă курнă чух тимлĕ пулманнипе çыхăннă çакă. Унччен кунашкалли пысăк хуласенче ытларах пулнă, халь вара киревсĕр пулăм ялсене те çитнĕ.

Преступниксем усă куракан мелсемпе технологисем çĕнелсех пыраççĕ. Юлашки уйăхсенче укçа вăрламалли çакнашкал меслет те вăй илнĕ: телефон çине СМС килет. Ăна уçсанах ултавçăсемшĕн телефон хуçин банк карточки çинчи укçана вăрламалли май çуралать. Мĕншĕн тесен çав СМС – вируслăскер. Нумай чухне преступниксем çынсем панă пĕлтерÿсем тăрăх шăнкăравлаççĕ – çын сутакан пĕр-пĕр таваршăн карточка çине укçа куçарса пама шантараççĕ. Тавар хуçи пĕр иккĕленмесĕрех карточка номерне, парольне пĕлтерет. Ултавçăсем ăста психолог пулнăран, теприне çăмăллăн шанакан тÿрĕ кăмăллисем хăйсене шăнман пăр çине лартса хăварнине малтанлăха ăнланса та ĕлкĕреймеççĕ.

Преступниксем çавăн пекех банкăн килтен тухса çÿремесĕрех укçа куçармалли «мобильнăй банкне» ăнăçлă пăхăнтарма пултараççĕ. Тĕрлĕ чее программăпа усă кураканскерсем вируссем пулăшнипе ют карточкăсем çинчи укçана вăрлаççĕ. Ку чухне хуçин телефонĕ çинчен укçа куçнине пĕлтерекен СМС та çитмест, çавна май çын хăйĕн укçа çухалнине тÿрех пĕлмессе те пултарать.

Ватăсем кăна мар, çĕнĕ технологисене ăнăçлă алла илнисем те шар кураççĕ. Карточкăна çухатни те хăрушă паянхи кун. Ку чухне пин-код пур вĕт, карточкăна тупакан е вăрлакан ăна пĕлмест, эппин укçана вăрлаймасть тесе лăплантарнин усси çук. Паян пин-кодсăрах карточка çинчен укçа куçарма пулать. Карточкăн номерĕ, вăл хăçанччен вăйра пулни, хуçин хушамачĕ – çакă та çителĕклĕ хура чунлисене хăйсен ĕçне пурнăçлама.

Граждансен хушшинче хăшĕсем хайхи пин-кода манса каясран цифрăсене карточка çинех çырса хуракансем те тĕл пулаççĕ.

Ултавçăсем банкоматсем çине камерăсем лартса çынсен пин-кочĕсене «вуланин» тĕслĕхĕсем те пулаççĕ. Çакăн хыççăн укçана вăрласси йывăр мар.

Хăйсене кирлĕ информацие преступниксем тĕрлĕ майпа тупаççĕ. Сăмахран, Интернетра пĕр-пĕр банкăн суя сайтне йĕркелеççĕ – вăл пăхма чăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Специалистсем унашкаллине «фишинг» теççĕ. Çапла вара тÿрĕ кăмăллă гражданин укçа куçармашкăн банк сайтне кĕрес тет те – хайхи фишинга лекет. Ăна-кăна тавçăрмасăр унта тивĕçлĕ информаци çырать, карточка номерĕ, телефон номерĕ тата ытти те. Преступниксемшĕн çакă çителĕклĕ.

Кĕсье телефонне çухатсан та укçасăр юлма пулать. Е тата – телефонăн абонент номерне /sim-картăна/ улăштарсан та. Вăл малтанхи номерне «мобильнăй банкпа» çыхăнтарнă, каярах урăх номер илсен сотовăй оператор унăн малтанхи номерне тепĕр çынна парать. «Мобильнăй банк» урлă СМС-пĕлтерÿсем хайхи номерĕн çĕнĕ хуçи патне килме пуçлаççĕ. Енчен те çын тÿрĕ кăмăллă пулмарĕ пулсан, номерĕн унчченхи хуçин банк карточки çинчи укçапа пĕр чăрмавсăрах усă курма пултарать. Çапла ан пултăр тесен номере улăштарсан «мобильнăй банкри» кăтартусене те пĕр тăхтамасăр çĕнетмелле.

«Сирĕн банк карточкине чарса лартнă» – çакнашкал СМС-пĕлтерÿсем те час-часах килеççĕ. Хыпăнса ÿкнĕ çын çав пĕлтерÿре кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравлать те – линин тепĕр вĕçĕнчи сасă ăна банкомат патне кайма сĕнет. Блокировкăна пăрахăçлама малтан укçана куçармалла иккен, çапла майпа çухату тÿсекен те сахал мар.

– Асра тытăр, пирĕн ĕçченсем нихăçан та клиентсем патне шăнкăравласа вĕсен реквизичĕсене ыйтмаççĕ – пирĕн çав кăтартусем ахаль те пур, – асăрхаттараççĕ халăха Перекет банкĕн ĕçченĕсем.

Çак тĕслĕхсене шута илсе тимлĕ те асăрхануллă пулар.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code