Библиотекăсен ĕçĕ-хĕлĕнче халăха информаципе тивĕçтересси тĕп вырăн йышăнать. Ку чухне вара вĕсене культурăпа çут ĕç тата çынсен канăвне йĕркелекен учрежденисем вырăнĕнче анчах мар, халăха социаллă пурнăçпа право, тăван тавралăх историне упраса хăварас тĕллевпе пĕлÿ илме пулăшакан центрсен шутнех кĕртеççĕ. Районти вулавăшсен туслă коллективĕсенче вăй хуракансем, паллах, хăйсем суйласа илнĕ профессийĕпе мăнаçланаççĕ, чунтан парăнса вулакансене куллен кăсăк хыпарсемпе, пуян содержаниллĕ кĕнекесемпе савăнтараççĕ. Тăван чĕлхене, культурăна, чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа, упраса тата пуянлатса пырас тĕллевпе малалла ăнтăлаççĕ.
2020 çул библиотека ĕçченĕсемпе вулакансемшĕн уйрăмах асра юлмалли çулталăк пулса юлчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас енĕпе хушма мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн курăмлă аталану ĕçĕсем пулса иртрĕç. «Культурăна аталантарасси» юхăм сарăлнă вăхăтра библиотекăсен пурлăхпа техника никĕсĕсем пуянланчĕç. Централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕ çĕнĕ компьютерсемпе, паха, çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланни, паллах, ĕçтешсене те, вулакансене те савăнтарчĕ. Кĕнеке фончĕ пирки калас пулсан, юлашки çулталăкра анчах вăл 8 пине яхăн тĕрлĕ енлĕ литературăпа хушăнчĕ. Тĕп библиотека сăн-сăпачĕ юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ хыççăн тĕпрен улшăнчĕ. Ăшă та çутă, хăтлă çурт вулакана хăй патне туртать. Кунта тĕрлĕ кĕнекепе анчах мар, хаçат-журналпа та паллашма май пур.Çĕнĕ технологисем анлăн пурнăçа кĕнĕ май тĕрлĕрен изданисене электронлă майпа та вулама пулать.
Сайра пулин те çынсенчен: «Библиотекăна çын çÿремесен вулакансен йышĕ те чакма пултарĕ», – тенине илтме пулать. Кирек мĕн тейĕр те, анчах çак сăмахсем чăнлăхпа килĕшсе тăмаççех. Мĕншĕн тесен халĕ эпир пурсăмăр та кулленхи ĕçре çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куратпăр – ватти те, вĕтти те Интернет «капкăнĕнче». Çавăнпа та библиотекăсем социаллă сетьсенче хастарлăх кăтартнипе палăраççĕ. Библиотекарь профессийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – вулакансемпе, вырăнти влаçпа тачă çыхăнура пулни, пĕр-пĕрин ĕçĕсене сÿтсе явасси. Пысăк технологисем аталаннă тапхăрта çак çыхăну официаллă сайт, электронлă почта, тĕрлĕ социаллă сетьсем урлă пулса иртеççĕ. Тĕслĕхрен, районти библиотекăсен социаллă сетьре ятарлă ушкăн пурри те пĕлтерĕшлĕ. Рунетри чи массăллă «ВКонтакте», «Инстаграмм» сетьсенче эпир йĕркелесе ирттерекен мероприятисемпе тĕнче шайĕнче паллашаççĕ. Кăçалхи çак вăхăтчен те эпир вулакансемпе онлайн мелĕпе усă курса 60 ытла тĕрлĕрен мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, тĕрлĕрен конкурссене хутшăннă, темиçе хутчен те чи лайăххисен йышне кĕме пултарнă. Уйрăмах Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 76 çул çитнине, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхне халалласа йĕркеленĕ тĕрлĕрен акцисемпе конкурссене ăнăçлă йĕркелеме пултарнипе палăртăмăр. Унсăр пуçне, хамăрăн ĕçе çирĕпленнĕ ятарлă сайт урлă анлăн çутататпăр, çакă аякри вулакансен йышне çултан-çул ÿстерсе пыма май парать.
Социаллă сетьри çыхăну пире вулакансемпе тăтăшах тачă çыхăнура пулма, вĕсемпе кирек хăш вăхăтра та тĕл пулса калаçма май парать. Паллах, вулавăшра куçа-куçăн иртекен тĕл пулусене те пăрахăçлас çук. Кашни мероприятие пурнăç таппинчен юлмасăр, çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курса йĕркелеме тăрăшатпăр.
Хальхи вăхăтра районти централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕнче 23 библиотека шутланать, вĕсенче 30 çын вăй хурать. Вĕсем пурте тарăн пĕлÿ илнĕ, хăйсен ĕçне чунтан парăннă. Пирĕн малашлăх тĕллевсем те пысăк. Пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне пулăшса тата ăнланса ĕçленин тивлетне кура эпир вĕсене пурнăçласса шансах тăратпăр.
Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем, ветерансем, вулакансем!
Сире Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатăп. Кашни çĕнĕ кун савăнăçлă ирттĕр, сăн-питре яланах ăшă кулă çиçтĕр,ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çывăх çыннăмăрсен юратăвĕпе тимлĕхĕ телей те савăнăç кÿччĕр. Малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп.
А.ПЕТРОВА,
Елчĕк районĕнчи централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕн директорĕ.