Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета – тÿрлетÿсем

Бюджета – тÿрлетÿсем

Ĕнер район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна районти Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ Владимир Рахмуллин ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк район прокурорĕ Александр Кудряшов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2021 тата планпа пăхнă 2022, 2023 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕн 2021 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 390974,7 пин тенкĕпе /малтан палăртнинчен 3966,3 пин тенкĕ ÿсет/, расхутсен пайĕ 409613,5 пин тенкĕпе танлашмалла, дефицит – 18638,7 пин тенкĕ. Тупăшсен пайĕнчи 80815,4 пин тенки – налук тата налук шутне кĕмен тупăшсем, 310159,3 пин тенки – каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ. Республика бюджетĕнчен çитес çул 90020,7 пин тенкĕ субсиди уйăрма палăртаççĕ, çав шутран 2366,3 пин тенки – шывпа тивĕçтерекен çăл куçсене тĕпрен юсама уйăракан укçа-тенкĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа та Ирина Теллина сăмах илчĕ. Вăл «Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене кĕртнĕ налуксемпе тÿлевсен районти налук йĕркелĕвĕпе çыхăннă ыйтăвĕсем çинчен» калакан Положение улшăнусем кĕртме палăртнă йышăнупа паллаштарчĕ. Депутатсем улшăнусене ырларĕç.

Малалла депутатсем 2021 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă прогнозлă плана, Елчĕк районĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем 2012 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 15Ÿ4-с номерлĕ районти тĕрĕслевпе шутлав органĕ пирки калакан Положение улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕсемпе райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова, юрист службин начальникĕ Татьяна Филимонова паллаштарчĕç.

Халăх суйлавçисем ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code