Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Микроçырав вăхăчĕ

Микроçырав вăхăчĕ

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче микроçырав пуçланчĕ. Вăл çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен иртет.

Ăна агропромышленность комплексĕнчи улшăнусене шута илсе ял хуçалăхне ăнăçлă аталанма пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çыравăн электрон хучĕсене Росстатăн Web-сбор тытăмĕпе усă курса хăйсем тĕллĕн тултарма пултараççĕ. Çыруçăсем уйрăм хушма хуçалăх хуçисенчен те /Шăмалакри сăн ÿкерчĕкре/ ыйтса пĕлеççĕ. Çырава ирттерме ятарласа çынсене вĕрентсе хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code