Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ проекта тишкернĕ

Виçĕ проекта тишкернĕ

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пухăннисем виçĕ саккун проектне тишкерсе ырланă, ытти ыйтăва сÿтсе явнă.

Регионăн ĕç рынокĕн уйрăмлăхĕсене шута илекен коэффициенчĕ çинчен калакан саккун проектне илес пулсан çакă паллă – ку коэффициент ют çĕршыв гражданĕсенчен илекен НДФЛпа çыхăннă. Патент вăйра тăракан тапхăрта вĕсем налук енĕпе аванс тÿлесе пыраççĕ – уйăхсерен 1,2 пин тенкĕ. Хайхи коэффициент-дефлятора вара çулталăклăх палăртаççĕ. 2022 çулшăн ăна 2-пе танлаштарассине çирĕплетнĕ. Пандемие пула ют çĕршывсен гражданĕсем Чăваш Ене ĕçлеме килесси чакнă май ку тÿлев калăпăшĕ пĕчĕкленĕ, кăçал республикăн пĕрлехи бюджетне 10 миллион тенкĕ ытла кĕнĕ.

Республика бюджетне федераци бюджетĕнчен панă кредита татмашкăн кредит парасси çинчен хушма килĕшÿ тăвасси пирки уйрăм калаçу. Пĕлтĕрхи декабрьте РФ Правительстви Чăваш Ене коммерци никĕсĕ çинче илнĕ хаклă кивçене татма йÿнĕ бюджет кредичĕ панă – 1,4 миллиарда яхăн тенкĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче вара Владимир Путин Президент йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çав кредита реструктуризациленĕ – 2029 çулчченех тăснă. Çавна май Чăваш Ен бюджечĕн хайхи кредитшăн тÿлесе пымалли укçи «пушаннă». Унпа, 1,3 миллиард тенкĕпе, кăçал тата çитес çулсенче çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлама усă курĕç. Саккун проекчĕ вара шăпах çав реструктуризаци çинчен тунă килĕшĕве çирĕплетет.

Виççĕмĕш саккун проекчĕ тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен калакан саккуна тÿрлетет. Тÿлевсĕр çак пулăшупа усă курма пултаракан категорисен списокĕ кăшт анлăланать. Малашне «вăрçă ачин» статусне илнĕ, «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ», «СССР хисеплĕ донорĕ» паллăсемпе наградăланă, Чернобыльти инкеке, радиаципе çыхăннă ытти аварие пула радиаципе сиенленнĕ çынсем те çак çăмăллăхпа усă курма пултарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code