Çĕршывра вĕренмен, ниçта та ĕçлемен тата професси вăрттăнлăхĕсене алла илмен çамрăксем сахалланса пыраççĕ. Халĕ çавнашкаллисем 10,6 процент. Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунĕ тĕлне статистика куçĕпе пăхса хальхи каччăсемпе хĕрсем пирки ăнланма тăрăшăпăр. Çырав вĕсене мĕн тума кирлĕ?
2020 çул вĕçĕнче Раççейре çамрăксен политики пирки саккун йышăннă. Ун тăрăх, 35 çултан кĕçĕнреххисем çамрăксен шутне кĕреççĕ. Малтан 30 çулччен шутланнă. Çапла майпа вара пирĕн çĕршывра 14 — 35 çултисем 39,1 миллиона çитнĕ, урăхла каласан, 12,6 миллион çын хушăннă.
Вĕренмен, ниçта та ĕçлемен тата професси вăрттăнлăхĕсене алла илмен çамрăксем сахалланса пыраççĕ. Енчен те 2010 çулта çавнашкаллисем 15-24 çулхи хĕрсемпе каччăсен пĕтĕм йышĕнчен 13,8 процент шутланнă пулсан, 2019 çул тĕлне вăл 10,6 процент таран чакнă.
Юлашки вунă çулта çын капиталĕн индексĕ 62-рен 68 процента çити ÿснĕ. Çакă ачасемпе аслисен сывлăхĕ çирĕпленнипе, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ тытăмĕ лайăхланнипе çыхăннă.
Халĕ çамрăксем цифра мелĕсемпе анлă усă кураççĕ – онлайн сервиссемпе, çав шутра Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе. Халăхсем хушшинчи консалтинг компанин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раççей çĕршывĕ патшалăх пулăшăвĕсене цифра мелĕсемпе парас тĕлĕшпе тĕнчере виççĕмĕш вырăн йышăннă, вĕсемпе анлă усă куракан топ-10 çĕршывсен шутне кĕнĕ.
Октябрьте пуçланакан Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çĕршыв историйĕнче цифра технологийĕсемпе усă курса иртекен пĕрремĕш пысăк мероприяти. Паллах, çавна пула çамрăксемшĕн питĕ илĕртÿллĕ, – палăртнă регионсен проблемисен институчĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Журавлев.
Шăпах çыравра кашни ялпа поселокра, хулара миçе çын пурăннине пĕлетпĕр. Ку вара социаллă пулăшусем пама укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрма май парать, – çирĕплетнĕ вăл.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн медиаофисĕ.