Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш апачĕшĕн сасăлар

Чăваш апачĕшĕн сасăлар

Раççей Ял хуçалăх министерстви иккĕмĕш хут «Вкусы России» наци конкурсне ирттерет.

Кăçал унта апат-çимĕç туса илекен 84 тăрăхран хутшăнаççĕ. Вăл шутран Чăваш Енрен те. Хальлĕхе конкурса 700 ытла заявка тăратнă.

Унта чăваш хăмли, Тутаркасси сÿтĕнĕ, Чăваш Енри качака сĕчĕпе пылĕ, «Сăр» çăкăрĕ мала тухассишĕн тупăшаççĕ. Вĕсене экспертсен комиссийĕ тата Раççейре пурăнакансем хаклаççĕ. Сасăлав октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен пырать.

Конкурса 8 номинаципе пĕтĕмлетеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ çĕршывра пурăнакансене Раççейри тĕрлĕ апат-çимĕçпе паллаштарасси, регионти брендсене тата туризма аталантарасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code