Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хальхи йышши центр

Хальхи йышши центр

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене «Демографи» наци проекчĕн «Ĕç тупма пулăшасси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнетеççĕ. Унăн тĕллевĕ – ĕç шыракансем тата ĕç сĕнекенсем валли çĕнĕ сервиссем хута ярасси. Тĕп енсенчен пĕри – клиентсем ыйтнине тивĕçтересси.

Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Улатăрти халăха ĕçпе тивĕçтерекен çĕнетнĕ центрта пулса курнă. Регион ертÿçи учрежденин сăн-сăпатне кăна мар, хальхи йышши ĕç стандарчĕсене тата çынсене пысăк пахалăхлă пулăшу парассине те пырса тивекен модернизаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Мĕнле çĕнĕлĕхсем вăя кĕнĕ-ха кунта; Пĕрремĕшĕнчен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба кадрсен центрĕ пулса тăнă. Центра пынă çынсемпе ĕç тупма пулăшакан инспекторсем вырăнне карьера тата кадр консультанчĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем кашни çынпах уйрăммăн тимлеççĕ. Ку компетенцисене «Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă тытăмра патшалăх пулăшăвĕ паракан специалист» программăпа килĕшÿллĕн квалификацие ÿстернĕ чухне хăнăхаççĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, цифра сервисĕсем пулăшнипе хутшăнни: «Раççейри ĕç» цифра платформи центра килекенсене хăвăртрах ĕç тупма пулăшать. Резюмене хăйсем тĕллĕн вырнаçтарас, вакансисемпе паллашас текенсем валли ятарлă вырăн хатĕрленĕ, унта «Раççейри ĕç» портала тухма пулать. Консультантсем унта регистрациленме, професси ăсталăхĕ çине пусăм туса резюме хатĕрлеме пулăшмашкăн яланах хатĕр. Виççĕмĕшĕнчен, меллĕ тата хăтлă навигаци. Центра çĕнетнĕ чухне «Раççейри ĕç» фирма стильне пăхăнса юсав ĕçĕсем тунă, ятарлă зонăсем уйăрнă: граждансемпе ĕç сĕнекенсемпе харпăр ĕçлемелли сектор, карьерăна аталантармалли сектор, ушкăнпа консультаци ирттермелли зал тата ытти те.

– Улатăрти центр – Чăваш Енри кадрсен хальхи йышши иккĕмĕш центрĕ. Çавăн пекех унашкалли Канашра ĕçлет. Модернизаципе килĕшÿллĕн эпир халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсен ĕçне çынсемшĕн тата ĕç сĕнекенсемшĕн май килнĕ таран тухăçлă тата меллĕ тăвасшăн. Модернизаци – центра техникăпа тивĕçтерни кăна мар, ĕç принципĕсене улăштарни те. Ĕçпе тивĕçтерекен çĕнĕ форматлă служба çынсене ĕç вырăнĕ тупса парас тĕлĕшпе тĕрлĕ пулăшу парĕ, – пĕлтернĕ ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code