Раштав – пысăк савăнăçпа пĕрле асамлăх та илсе килнĕн туйăнать.
Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах тата культура ĕçченĕсем йĕркеленипе чиркÿ картишĕнче «Раштав çăлтăрĕ» уяв иртнĕ. Унта чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкула çÿрекен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Вĕсем илемлĕ чăрăш тавра çаврăнса юрланă-ташланă, сăвăсем каланă. Кунти тавралăх уявсемпе килĕшÿллĕн илемленнĕ. Уява Хĕл Мучипе Юр Пике те капăрлăх кÿнĕ. Вырăнти «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор коллективĕсем чăваш тата вырăс халăхĕсен юррисене шăрантарнă.
Силуан атте уява хутшăннисене саламланă май «Свет Рождественской звезды» фестивале хутшăннисене тав тунă, дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарнă. Салам сăмахĕсем çумне ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Евдокимова, «Акар» питомник директорĕ Л.Князев, культура ĕçченĕсем хутшăннă.
Сăн ÿкерчĕкре: чи маттуррисене – парне.