Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чирлекенсем тата нумайланнă

Чирлекенсем тата нумайланнă

Январĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра 48418 çын коронавируспа чирленĕ, 4179-шĕ вилнĕ, 42034-шĕ сывалнă. Раççейĕпе илсен те юлашки вăхăтра чирлекенсем нумайланнă.

Раççейре омикрон штамм хăвăрт аталанать. Чăваш Енри лару-тăру та çăмăл мар. Пĕр талăкра 235 çын ковидпа чирленĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче республикăри больницăсенче коронавируспа чирленисене госпитализаци тăвасси 30 процент ÿснĕ. Амбулатори мелĕпе сипленесси 50 процента çитнĕ. Январĕн 25-мĕшĕ тĕлне, ирхине, ковидăн çĕнĕ инфекцийĕ сарăлассин коэффициенчĕ 1,83-пе танлашнă. Лару-тăру çивĕчленсе çитнине шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 6-мĕшĕччен предприяти-организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансен ĕçне, канашлусене дистанци мелĕпе йĕркелеме сĕннĕ. Массăллă мероприятисене ирттерме те чарнă. Муниципалитетсен те халăха цифра мелĕпе пулăшу парассине – документсем йышăнассине, ыйтусене татса парассине – сарма тивĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code