Пĕтĕм Раççейри #ЭпирПĕрле проектпа килĕшỹллĕн Елчĕкри халăха пулăшу паракан центрта Донбасран килекенсене гуманитари пулăшăвĕ парас тĕллевпе ятарлă пункт уçăлнă. Хальхи вăхăтра Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчен куçса килекен граждансем валли япала пухас енĕпе районта хĕрỹ ĕç пырать.
Акцие чи малтанах «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ, районти централизациленĕ клуб тытăмĕ, «Единая Россия» парти членĕсем, Елчĕк ял тăрăхĕ, райадминистраци, халăхăн социаллă хỹтлĕх пайĕ, нумай функциллĕ центр, Елчĕкри Левыйсен, Мышкинсен, Черновсен çемйисем хутшăнчĕç.
Инкеке лекнĕ çынсене мĕнпе пулăшма май пур-ха? Сиртен апат-çимĕç (чей, сахăр, çăнăх, кĕрпесем, консервăсем), 0,5-25 литрлă савăтсемпе ĕçмелли шыв, пĕчĕк ачасем валли типĕ апат хутăшĕ, пĕр хутчен усă курмалли савăт-сапа, çăвăнмалли хатĕр-хĕтĕр, теттесем, кĕнекесем, çывăрмалли вырăн таврашĕсем, канцеляри таварĕсем, ăшă тумтир йышăнаççĕ.
Эпир пĕрле пулсан инкеке лекнисене йывăрлăхсене чăтса ирттерме çăмăлтарах пулĕ.
Е.МИХАЙЛОВА.