Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Право

Ан хурла

«РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсемпе Раççей Федерацийĕн, унăн гражданĕсен интересĕсене хỹтĕлес, тĕнчери тăнăçлăха тата хăрушсăрлăха упрас тĕллевпе усă курнине дискредитацилесе халăх умĕнче тунă ĕçсемшĕн» — çак статьяна, РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне март уйăхĕн пуçламăшĕнче анчах кĕртнĕ.

Ку статьяпа республикăри 2 çын явап тытма ĕлкĕрнĕ те. Полици сотрудникĕсем социаллă сетьсенче Хĕç-пăшаллă вăйсене дискредитацилекен информаци авторне тата хула урамне Раççей çарне дискредитацилекен плакатпа тухнă арçынна айăпланă, 35-шер пин тенкĕлĕх штрафланă. Ку çăмăл айăплав — асăннă статьяпа штраф виçи 100 пин тенкĕ таран пулма пултарать.

Айăпçăсен килĕсенче пулаççĕ

Март уйăхĕнче районта «Условник» операци иртет. Кăçал ăна çавăн пекех май, август, ноябрь уйăхĕсенче те йĕркелĕç.

Операци вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем тата Чăваш Республикин айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекцийĕн ĕçченĕсем условнăй майпа айăпланнă çынсен килĕсенче пулаççĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем айăпçăсен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ, айăпа мĕнле пăхăннине сăнаççĕ, сĕнỹсем параççĕ.

О.КОРОТИНА,
районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Интернет урлă

Граждансем интернет урлă улталанса укçи-тенкине çухатнă тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ.

2020 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче К. номерĕ çине палламан çынсем шăнкăравласа хăйсен компанийĕпе паллаштарнă, вĕсемпе çыхăнса укçи-тенкине ỹстерме сĕннĕ. К.-на çакскерсем хăй пысăк процентпа хунă укçи-тенкине малтанлăха тавăрса панă. Анчах та юлашкинчен вăл 794 пин те 223 тенкине илеймен, ултавçăсем çыхăнăва урăх тухман.

2021 çулхи майăн 3-мĕшĕнче Б.-на палламан çын шăнкăравланă, вăл «Авито» сайт çинче вырнаçтарнă портфеле туянассине пĕлтернĕ. Б. паллă мар çын ярса панă ссылкăпа кĕрсе унта хăйĕн даннăйĕсене кĕртнĕ, çакăн хыççăн унăн картти çинчи 11 пин те 119 тенкĕ укçи çухалнă. Портфель туянакан та урăх сас паман.

2021 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче «Инстаграмм» страницăра Ф.-на Мельникова ятпа регистрациленнĕ çын хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илме сĕннĕ. Ф. ăна шанса «Газпромбанк» ОАО банк картти çинчи счет çине 6 пин тенкĕ куçарнă, ăна вăл каялла тавăрайман.

Шăнкăравлама пултаратăр

Мартăн 17-28-мĕшĕсенче республикăра «Вилĕмпе ăçта суту-илỹ тунине пĕлтер» ятпа профилактика мероприятийĕ иртет.

Унăн тĕп тĕллевĕ — наркоманипе çыхăннă саккунсем, ку енĕпе саккуна пăссан тивекен яваплăх пирки ăнлантарасси, наркотикпе суту-илỹ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешессине профилактикăласси тата çак ĕçе общественноçа анлăн явăçтарасси.

Оперативлă информаци йышăнассине йĕркелессине те тĕпе хуратпăр. Наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтупа, наркотикпа суту-илỹ тунине е наркопритон йĕркеленине, саккуна пăснă ытти тĕслĕхсем пулсан граждансем районти полици пайне шăнкăравлама пултараççĕ.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн участоксенчи участковăйĕсен ертỹçи.

Инкексенчен сыхланар

Район администрацийĕнче террора хирĕçле тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссисен анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Ларура çурхи шыв-шур кăларса тăратма пултаракан инкекрен тата пушартан сыхланма хатĕр пуласси тĕп ыйту пулнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисен, оперативлă ушкăнсен, районти яваплă подразделенисен çак тапхăрта уйрăмах тимлĕхе ỹстерсе ĕçлемелле, инкек пулас пулсан ăна вăхăтлă сирсе яма, халăх нушана лекес пулсан ăна пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулмалла. Çак тапхăрта райадминистрацин пуçлăхĕн хушăвĕпе çулсеренех район территорийĕнче сыхлăха уйрăмах ỹстерме май паракан ятарлă режим вăя кĕрет, районти пĕрлехи диспетчер службинче дежурствăна вăйлатаççĕ.

Террорла актсене хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине районти полици пайĕ çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе ятарласа хатĕрленĕ планпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пыраççĕ полици сотрудникĕсем.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code