Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн районти вĕренỹ учрежденийĕсенче çулсеренех «Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче — хуралта» акци иртет.
Кăçал та вăл Аслă Çĕнтерỹ 77 çул тултарнине халалласа старт илчĕ. Акцин девизĕ: «Эпир — Аслă Çĕнтерĕвĕн еткерçисем». Унта вĕренекенсемпе пĕрле ветеран организацийĕсем, патриот клубĕсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем тата ытти обществăлла организацисем хутшăнма пултараççĕ.
Унăн тĕллевĕ: çамрăксене çар историйĕпе паллаштарасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен паттăрлăхĕпе мăнаçлантарасси.
Елчĕкри вăтам шкулта акцие савăнăçлă лару-тăрура уçса Астăвăм хуралне йĕркеленĕ. Кадетсем Çĕнтерỹ ялавĕн копийĕ умĕнче хурал тăчĕç. Ялав ытти шкулсене те çитĕ.
Т.СМИРНОВА.