Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕреслĕ çул çỹревре

Хĕреслĕ çул çỹревре

Ачасене ырлăха хăнăхтарас, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре Турă саккунĕсене вĕрентни пысăк вырăн йышăнать.

Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте çакна лайăх ăнланать, çавна май ашшĕ-амăшĕ, шкулти педагогсем, «Улыбка» ача сачĕн воспитателĕсем пулăшнипе ачасене пĕчĕкрен кĕлĕсем калама вĕрентет, тĕн йĕркисене пăхăнма хăнăхтарать. Чиркỹ çумĕнчи вырсарни шкулне те çак тĕллевпех уçнă.

Мăнкун уявĕ иртсен пĕрремĕш ытларикун тĕрлĕ ỹсĕмри ачасемпе хĕреслĕ çул çỹрев йĕркелерĕ, ун хыççăн вĕсене хĕрлĕ çăмартапа тата пылак çимĕçпе сăйларĕ чиркỹ настоятелĕ.

Сăмах май, чиркỹре ачасен алă ĕçĕсен куравĕ ĕçлет. Ăна шăпăрлансем Мăнкун уявне халалланă. Тĕрлĕ хатĕртен ăсталанă çăмартасемпе, чĕпĕсемпе, уява аса илтерекен самантсемлĕ ỹкерчĕксемпе ĕненекенсем чиркĕве килмессерен хавхаланса паллашаççĕ.

Вера ТРОФИМОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Силуан атте ачасене хĕрлĕ çăмартапа сăйлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code