Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕччен пĕкĕ те аваймăн…

Пĕччен пĕкĕ те аваймăн…

Çитменлĕхсенчен хăтăлассишĕн пурте пĕр çын пек, пĕр шухăшлă пулса вăй хумалла. Унсăрăн мĕн палăртни пурнăçланасса шанма хĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пуçарнă калаçăвăн тĕп шухăшĕ те шăпах çакă пулса тăчĕ мар-и?

Пурсăмăра та çак вăхăтченех хытăран та хытă калаçтараканни, шухăшлаттараканни вăл – йăлари хытă каяш çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пырасси. Çÿп-çап пухассинче çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕренпе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче шăп та лăп çулталăк çитет. Пурăнакан вырăна тирпей, хăтлăх кÿрессишĕн тата малтан тытăнсах пысăк тимлĕх уйăракан Елчĕк районĕнче коммуналлă хытă каяша турттарса тухакан регион операторĕн условийĕсене тивĕçтерессинчи йĕркелÿ ĕçĕпе çыхăннă нумай ыйтăва та туллин татса панă. Канашлăва хутшăннисене регион операторĕн çак тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартма хутшăннă «МВК «Экоцентр» ОООн Канашри уйрăмĕн «Экология» сахал яваплă обществăн техника директорĕ Виталий Жураев та çакна палăртса каларĕ. Чăнах, 142 вырăнта туса лартнă çÿп-çапа вăхăтлăха упрамалли контейнер площадкисем пурте пĕрешкел, пĕр тĕслĕ, тирпейлĕ пулни ялсен урамĕсене хăйне кура сăн-сăпат кÿрсе тăнăн туйăнать. Апла пулин те ытти ыйтусем те пĕрин çумне тепри хутшăнсах пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Республикинче çÿп-çапа уйăрса пухмалли йĕрке çине куçармалли пилот проекчĕн çул-йĕр карттине туса хатĕрленĕ май контейнерсемпе тивĕçтермелли тĕллеве те туллин пурнăçласси пирки сăмах пырать хальхи вăхăтра. Евростандартпа килĕшÿллĕн ăсталанă контейнерсене чылайăшĕ асăрханă та пулĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Елчĕкре те 8 контейнер вырнаçтарнă.

Игнатьев урамĕн вĕçĕнчи çырма малтан …
…икĕ кунран

Çÿп-çап площадкисем хăш вырăнта пулассине тата миçе контейнер вырнаçтарассине муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсем СанПиН требованийĕсене тĕпе хурса палăртаççĕ. «Çиччĕ виç те пĕрре кас» каларăша асран кăларман район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕплĕн канашланă. Унсăр пуçне, иртнĕ эрнекун район центрĕнчи çÿлерех каланă темиçе площадкăра вырнаçтарнă контейнерсене тĕрĕсленĕ, пăхса çаврăннă хыççăн хальлĕхе çак ыйтăва пĕтĕмĕшпех майлă татса пама тăхтама шутлани çинчен Николай Миллин «МВК «Экоцентр» представительне уççăн пĕлтерчĕ.

– Ĕçе епле йĕркелесси малашне курăнĕ, – терĕ вăл.

Мĕншĕн тесен юлашкинчен те Николай Петрович çÿп-çап миххи-хутаççисене çынсем контейнера мар, площадка йĕри-тавра лартса хăварнине, çапла майпа пушă контейнерсем тĕльсĕр тенĕ пек площадкăна тултарса ларнине хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăннă сăлтав та пур: площадка çывăхне çитмелли вак чул сарнă лаптăка халĕ бетон сарма тиветех. Унсăрăн контейнера автомашина умне епле кустарса çитерĕн? Николай Миллин шухăшĕпе Виталий Жураев тĕпрен килĕшрĕ, Елчĕк районĕнче пурăнакансене çÿп-çапа хальхи пекех – михĕсем çине пухса ятарлă площадкăсене леçессине вăйра хăварма хирĕçлеменнине йышăнчĕ. Çакăн валли малашне хăйсем енчен çурăлман михĕсемпе тивĕçтерессине, вĕсене çитес вăхăтрах ял тăрăхĕсене çитерессине пĕлтерчĕ.

Иртнĕ эрнекун экологи канашлăвĕн шайĕнче Елчĕкри Игнатьев урамĕнчи хăш-пĕр кил-çуртсен таврашĕнчи, Таябинка юхан шывĕ мĕн тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа тулса ларнине те курса ĕненнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ, паллах, çакăн пирки те аса илмесĕр иртме пултараймарĕ. Каланине вырăна хуракан кил хуçисем тĕрĕссипе асăрхаттарнине – ял тăрăхĕсен ирĕкĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе хăйсен харпăрлăхĕнчи пек усă курса саккуна сĕмсĕррĕн пăснине ăнланнă. Çакна шута илсе вĕсем канмалли кунсенче урама йĕркене кĕртнĕ. Купи-купи çÿп-çап йăваланакан çырма таврашне тăпрапа хупланă. Анчах хăшĕ-пĕри пĕрре каланине ăнланманни те пур…

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code