Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тĕрĕслевсем иртнĕ

Тĕрĕслевсем иртнĕ

Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕ республикăри тĕрлĕ юридика сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсем ĕç правипе çыхăннă законодательствăна тата ытти нормативлă право акчĕсене мĕнле пăхăнса ĕçленин тĕлĕшĕпе тĕрĕслевсем йĕркелесе ирттерет.

2017 çулхи декабрь уйăхĕнче патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем хутшăннипе пурĕ 109 тĕрĕслев иртнĕ. Çав шутран 9-шне планпа килĕшỹллĕн палăртнă пулнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ĕç законодательствине пăснин 276 тĕслĕхне тупса палăртнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса ĕç паракансен тĕлĕшĕпе 65 предписани çырнă.

Ĕç законодательстви ыйтнине шута илмен организацисенчи должноçри çынсене, юридика сăпачĕсене, уйрăм предпринимательсене (çак шутра пурĕ 162 çын) административлă майпа явап тыттарнă, вĕсене пурĕ 2147,5 пин тенкĕлĕх штраф панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code