Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулсем çĕнелеççĕ

Çулсем çĕнелеççĕ

Çулла – автомобиль çулĕсене юсас, тротуарсем тăвас ĕçсене йĕркелемелли чи меллĕ тапхăр.

Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вячеслав Сядуков ертсе пыракан «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăн строителĕсем те кашни кун хĕрỹ ĕçре. Çул-йĕр ăстисем маларах Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи çулсене чул-щебень сарса хытарнă. Пурнăçланă ĕçсен пахалăхĕпе çынсем кăмăллă. Халĕ Таяпа Энтринчи икĕ урама «шефа» илнĕ.

Общество ĕçченĕсем Елчĕкри Совет урамĕн пĕр пайĕнче тротуар тăвассипе те тимлеççĕ. Унта часах брусчатка та хурăнĕ. Ĕçе кĕртме палăртнă сумма – 1 миллион та 50 пин тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code