Амăшĕсене, ачасене кỹрекен компенсаци виçине ỹстересшĕн.
Амăшĕ пулма хатĕрленекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене, 2-3 çулсенчи ачасене тухтăр çырса панипе паха апатпа тивĕçтерме уйăракан компенсаци виçине ỹстермелли йышăну проектне хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн хĕрарăмсен тỹлевĕ 100 тенкĕрен — 1600-е, ачасен 70 тенкĕрен 1300-е çити хăпарать. Çăмăллăхпа 370 хĕрарăм тата 360 ача усă курма пултараççĕ.