Çитес çул çĕршывра «Нумай енлĕ Раççей» культурăпа туризм проектне пурнăçлама тытăнĕç.
Унăн маршручĕ федерацин тăватă округĕнчи этнографи тата тавра пĕлỹ музейĕсем урлă иртĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен республикăн, çавăн пекех çĕршывăн пуян культурине кăтартакан хăйне евĕрлĕ экспонат — «Раççейĕн тĕрленĕ карттине» — хатĕрленĕ. «Çак проекта тĕп вырăна кăларма сĕнетпĕр, мĕншĕн тесен пĕр пир çинче пĕтĕм Раççей сăнланнă. Надежда Бабкина карттăна халăх культурин сыхлавçи тесе палăртрĕ», — тенĕ Светлана Каликова Рязань хулинче иртнĕ канашлура. Сĕнĕве РФ культура министрĕн çумĕ Алла Манилова та ырласа йышăннă.