Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хулари пекех мар-и?

Хулари пекех мар-и?

«…Чечекленччĕр тăван ял урамĕсем.
Ырлăх курччĕр тăван ялăн, ай, çыннисем…»
Николай КАРЛИН.

Юлашки 1-2 çул хушшинче кăна районти ялсенче тĕрлĕ проект-программăпа усă курса нумай объект пурнăçа кĕртнĕ: ача-пăча площадкисем йĕркелесси, шыв башнисене улăштарасси, масар территорийĕсене тимĕрпе карталасси, вĕсенче вăхăтлăх çуртсем тăвасси, урамсенчи çул-йĕре юсасси тата ытти те. Чылай ĕç вырăнти халăх пуçарăвĕпе, вĕсем хăйсем пурăнакан территорие аталантарассинче никĕсленнĕ. Кăçал газ кĕртнĕ ялсенчи пурăнмалли çĕнĕ çуртсене «кăвак çулăмпа» тивĕçтересси те ăнăçнă — районти 60 яхăн кил-хуçалăх халĕ çав ырлăхпа усă курать.

Муниципаллă районăн тĕп ялне — Елчĕке çитсе курар-ха. Кунта та ял историне çырăнакан çĕнĕлĕхсене куллен тенĕ пек асăрхатăн. Нумай хваттерлĕ çуртсене сăнатăн та, ав, çи виттийĕсем епле илемлĕн çуталса лараççĕ. Чи кирли — вĕсенче пурăнакансене малашне йĕпе-сапа çанталăк хăратмĕ. Строительсем хальхи вăхăтра Юбилей урамĕнчи нумай хваттерлĕ 14-мĕш çурт çи виттине улăштараççĕ. Контрактпа килĕшỹллĕн уйăрнă сумма — 5 миллион та 892 пин тенкĕ. Маларах Кооператив урамĕнчи «Була» кафе вырнаçнă çурт тăрри çĕнĕ «тум тăхăннă». Çитес çул плана кĕртнисем те пур.

Çапла вара часах район центрĕнчи нумай хваттерлĕ 41 çурт пурте юсавлисен ретне кĕрĕç. Ку çеç те мар. Вĕсенчи 90 ытла подъезд умĕнче çĕрлесерен прожектор çути ялтăрать. Тимĕртен авса эрешленĕ саксем, урнăсем вырнаçтарнă. Шăкăл-шăкăл калаçса ларма меллĕ пулнине те пĕлтереççĕ хваттерсен хуçисем халĕ. Хăть хаçат-журнал вула каçхине.

1984 çулта Елчĕкре КПСС Чăваш обкомĕн пленумĕ иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленсе «çỹлтен» уйăрнă укçа-тенкĕпе илем, хăтлăх ыйтăвĕсене сахал мар татса панă ун чухне. Çав шутра чылай урама асфальтран тротуар сарнă. Хăш-пĕр çĕрте унăн палли те юлман е сыхланса юлнисем те çуркаланса, путăкланса пĕтнĕччĕ.

38 çул иртнĕ хыççăн хула сăн-сăпатне тивĕçтерỹллĕ тротуарсем пирĕн тăрăхра та сарăлчĕç. Çулталăк хушшинче брусчаткăран сарнă утма çул пирваях Беляев, Совет, Иванов урамĕсенче (4 млн та 436 пин тенкĕ) йĕркеленчĕ. Совет урамĕпех ял тăрăхĕн администрацийĕ енчен сарса килнĕ тротуарăн вĕçĕ часавай патнех çитмелле. Юлнă тăрăха перекетленĕ укçа-тенкĕрен саплаштарĕç. Çывăх кунсенче строительсем ĕçе пикенессине те пĕлтерчĕç.

Пысăк объект, паллах, пушар хуралĕн çурчĕнчен пуçласа Мир урамне çити тротуар хывасси пулнă. Ăна йĕркеленин сăлтавĕ малтанах автоçулти хăрушлăхпа çыхăннă — пысăк инкексем çапла тума хистенĕ. 980 метра тăсăлакан тăрăха дамба хăпартасси, шыв пăрăхĕсем вырнаçтарасси пачах çăмăл килмен-тĕр. Тротуар айккисене тăпра сапаласа курăк акса хăварнă. Кунта та саксем, урнăсем. Çывăх вăхăтра тĕмсем лартса хăвармалла, клумбăсем вырнаçтармалла. Тĕттĕмре шикленесси çук — çап-çутă.18 млн тенкĕ расхутлани хăйех ĕçĕн калăпăшĕ пирки çирĕплетет те. Часах перекетленĕ укçа-тенкĕпе асăннă тротуара почтамт енчипе çыхăнтарĕç.

Совет урамĕнчи 17-мĕш номерлĕ çурт халăх калаçăвĕнче «общежити» сăмахпа кĕрсе юлнă. Унта автомашинăсем лартмалли лаптăка асфальт сарса тикĕсленĕ. Унччен шăтăк-путăк, шыв кỹлленчĕкĕсем сахал мар тарăхтарнă унта пурăнакансене. Подъездсен умĕсем кунта та маларахри тĕслĕхсем пекех.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăй тытăмлăх органĕсен 2021 çулхи тухăçлă ĕçĕн çĕнтерỹçисене палăртнă пирки хаçатра эпир çырнăччĕ ĕнтĕ. Аса илтерер: муниципалитет районĕсемпе округĕсенчен Елчĕк районĕ 2-мĕш вырăна тухса 4 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе, район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Совет урамĕнче 400 метр çула кăçалах асфальт сарма пăхнă.

Автовокзал патĕнчи Таябинка юханшывĕ урлă хывнă каçмана та, юсаса çĕнетнĕрен, каçса çỹреме шанчăклă халĕ.

Мĕн ĕçе кĕртнĕ е мĕн палăртаççĕ — пĕтĕмпех хамăр валли, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă. Çĕнни, лайăххи чун-чĕрене хавхалану кỹрет. Çапах та çакна хăшĕ-пĕрисем хакламанни питĕ тарăхтарать. Саксемпе юнашар урнăсем лартса панине «курманнисем» хĕвел çаврăнăш хупписемпе тротуара варалани питĕ килĕшỹсĕр. Çын ĕçне хисеплесчĕ, пуррине упрасчĕ.

ШУХĂШ

Зинаида АГАФОНОВА:

— Эпир пурăнакан Совет урамĕпе кунсерен вуншар çын иртсе çỹрет. Хăшĕ больницăна ĕçлеме, хăшĕ сипленме çỹрет пулĕ. ДПМК рабочийĕсем брусчаткăран тротуар сарса пани вĕсемшĕн те, пирĕншĕн те меллĕ. Хальхи пек çумăр çунă чухне картишрен юхса тухакан шыв та чарăнса тăмасть унта.

Альбина САЛАБАЙКИНА, ĕç ветеранĕ:

— Пирĕн пата та ырлăх çитрĕ кăçал. Нумай хваттерлĕ çурт умĕ çап-çутă. Каç пулсан шыв ăсма тухмалла-и, кỹршĕ подъезда каçса килмелле-и — чăрмав çук. Николай Смирнов маçтăр ертсе пынипе чаплă тротуар та туса пачĕç.

Н.Федоров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code