Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕр мăнтăрĕ тăрантарать

Кĕр мăнтăрĕ тăрантарать

Сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 9-мĕшĕсенче республикăри хуласемпе район центрĕсенче «Кĕр парни» ярмăрккă ĕçленĕ. Çапла майпа çынсем кăçал иртнĕ çулхипе танлаштарсан 150 тонна продукци ытларах туяннă.

Çавна май республикăра 50 суту-илỹ лапамĕ йĕркеленĕ. Пахча çимĕçе, улма-çырлана, аш-какая, сĕт-турăха фермерсем, аграрисем хăйсем сутнă. Кăçал вара суту-илỹ тума уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те хутшăннă.

Ял хуçалăх таварĕсене сутма кăмăл тăвакансене тỹлевсĕр вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Çак тапхăрта республикăра пурăнакансем ярмăрккăсенче 600 тонна продукци туяннă, çав шутран 65 проценчĕ — çĕр улми, 25-шĕ — пахча çимĕç, 10-шĕ — ытти продукци.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code