Сиссе те юлаймарăмăр, 2022 çул та хыçа юлать. Вăхăт хăвăрт иртрĕ пулсан та çулталăк пархатарлă ĕçсемпе асра юлчĕ.
Малашлăх ăнăçлă пултăр тесен вара иртнине асра тытни вырăнлă. Район хаçатне вулакансем те çаплах шутлаççĕ.
Н.И.ПАНКРАТОВ, Социализмла Ĕç Геройĕ, Кивĕ Эйпеç ялĕ:
— Район ертỹçисемпе вырăнти пуçлăхсем ĕç ветеранĕсене уявсенче анчах мар, ытти чухне те хисеп тунине нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пултаратăп. Кăçалхи çакăн пек манăçми пулăмсенчен пĕри вăл — Ленин орденлă «Победа» колхозра ĕçлесе «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ сакăр çĕр ĕçченĕ тата Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Семен Андреев ячĕпе Аслă Пăла Тимеш ялĕнче Геройсен аллейине уçни. Шел, пурнăçран уйрăлма ĕлкĕрнĕ паттăрсем çакна хăйсен куçĕсемпе кураймаççĕ пулин те, ăна уçнă çĕре ачисемпе мăнукĕсем хутшăнма пултарни те мĕн тери паха пулчĕ. Çакă вĕсен чун-чĕринче мăнаçлăх туйăмне çуратрĕ.
Ю.Н.ЦВЕТКОВ, Курнавăшри хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи:
— Суйласа илнĕ ĕçре пур çын та хăй пултарнă таран вăй хурать. Апла пулин те пурнăçра çакна чи кирли тесе шутламастăп. Яланах çын нушине ăнланма, вĕсене чун ыйтнипе пулăшма тăрăшатăп. Кăçал çĕршыври лару-тăру тăкăсланса çитнĕ вăхăтра пирĕн çемье те, ыттисемпе пĕрле, инкеке лекнĕ мирлĕ Донбасс çыннисемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма кар тăчĕ. Пирĕн пулăшу усăллă пуласса, малашне мирлĕ тỹпе пуласса та çирĕппĕн шанса тăратпăр.
Диана ТУРХАН, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕ:
— Кашни кун пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе çыхăннăран пулĕ, черетлĕ çулталăк ытла хăвăрт, сисĕнмесĕр иртнĕн туйăнчĕ.
Апла пулин те чи пĕлтерĕшли шкул юбилейне асра юлмалла паллă туни, тесе шутлатăп. Çĕнĕ Пăвари пĕлỹ вучахĕ 130 çул сỹнмесĕр ялкăшать. Тĕрлĕ çулсенче шкулăн ят-сумне çĕклессишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă ертỹçĕсемпе, вĕрентекенсемпе, кунта пĕлỹ илсе çĕршыв тăрăх саланнă паллă çынсемпе пирĕн коллектив тивĕçлипе мухтанма пултарать.
Çулталăк тăршшĕнче вĕренỹ ĕçне çĕнĕлле, паянхи кун ыйтнă пек анлăн йĕркелесе пырас тĕллевпе район шайĕнчи кăтартуллă мероприятисене те темиçе йĕркелеме пултартăмăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илме тивĕçлĕ пулни те, паллах, асра юлĕ маншăн. Ят-сум тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.
Лариса ВАСИЛЬЕВА, районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи:
— Хĕрарăмсен районти тата вырăнсенчи канашĕсем пĕр чăмăрта пулнине çирĕплетекенни — пирĕн пĕрлехи ĕçсем. Çулталăк тĕрлĕрен асра юлмалли самантсемпе пуян пулчĕ: мартăн 8-мĕшне халалласа ирттернĕ пысăк уяв, Çĕнтерỹ кунĕ умĕн «Мухтав сана, салтак амăшĕ!» патриотла музыкăпа поэзи сехечĕ, Донецк тата Луганск халăхне, Украина гражданĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес, Раççей çĕршывне хỹтĕлеме хутшăнакан салтаксене сыхлăх ятне тĕрĕллĕ тутăрсемпе ăшă нускисем парнелес тĕллевпе йĕркеленĕ акцисем.
Чỹк уйăхĕнче Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн 20-мĕш съездне хутшăнтăмăр. Унта пирĕн районти хĕрарăмсен канашĕн ĕçне те тивĕçлипе хакларĕç, «Женсовет — центр общественной жизни» номинацире çĕнтертĕмĕр — Диплом илме тивĕçрĕмĕр.
Светлана АНАТОЛЬЕВА ыйтса пĕлнĕ.