Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе — Раççей Федерацийĕн прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Эсир граждансен Раççей Конституцийĕнче палăртнă прависемпе ирĕклĕхĕсене хỹтĕлетĕр, обществăпа патшалăх интересĕсене шанчăклăн сыхлатăр.
Наци проекчĕсене пурнăçланине, ĕç укçине вăхăтра тỹленине, тулли мар мобилизацие йĕркелесе ирттернине тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене çăмăллăхсемпе тивĕçтернине асăрхаса тăрасси, коррупципе кĕрешесси — çак тата ытти нумай-нумай ĕç çине сирĕн уйрăмах тимлĕн пăхма тивет.
Пирĕн пĕрлехи тухăçлă ĕçĕмĕр регионти ĕçлĕхлĕ хастарлăха хавхалантарать, экономикăна хăвăрт аталантарма лайăх майсем йĕркелет, çынсем хăйсене пурнăçра мĕнлерех туйни çине лайăх витĕм кỹрет, çирĕплĕхе тивĕçтерет.
Сире çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата пархатарлă ĕçĕрте çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ