Чăваш Енри агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 35,3 пин тенке çитнĕ.
Чăвашстат кăтартăвĕпе иртнĕ çулхи 10 уйăхра АПКра вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 35,2 пин тенкĕпе танлашнă е 2021 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 117,7 процент пулнă. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен шалăвĕ — 32,3 пин, апат-çимĕç производствинче 37,7 пин тенкĕ пулнă.
Росстат кăтартăвĕпе Чăваш Ен ял хуçалăх отраслĕнчи шалу виçипе федерацин Атăлçи округĕнче 10-мĕш вырăн йышăнать. Ку енĕпе республика Оренбург, Чулхула, Ульяновск облаçĕсемпе Пермь крайĕнчен те иртме пултарнă. 2022 çул пуçламăшĕнче вара регион 11-мĕш вырăнта пулнă.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăра АПК отрасльне пулăшасси палăрмаллах ỹснĕ. 2022 çулта кăна 5,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакă производствăна çĕнетме май панă, фермер, хушма хуçалăхсене аталанма пулăшнă. Пахча çимĕç, çĕр улми управĕсем тунăшăн та патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ.
Аса илтеретпĕр, 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра «Пахча çимĕç тата çĕр улми туса илессине аталантарасси» федераци проекчĕ хута кайнă. Проекта регионта пурнăçа кĕртме субсиди уйăраççĕ. Çавна май пахча çимĕç, çĕр улми управĕсем тума, вĕсене çĕнетме каякан тăкакăн 25 процентне саплаштарма май пулĕ. Патшалăх пулăшăвне тивĕçме конкурспа суйласа илĕç.