Шупашкар хулин ача-пăча клиника больницин тухтăрĕсем телемедицина мелĕпе ăнăçлă усă кураççĕ.
Иртнĕ эрнере сывлăх сыхлавçисем республикăри ача-пăча больницин тухтăрĕсемпе — 11, çĕршыври медицина организацийĕн специалисчĕсемпе 3 телеконсультаци йĕркеленĕ. Ыйтусенчен пĕри неврологи чирĕпе нушаланакан пациент валли эмел суйлассипе тата виçине палăртассипе çыхăннăскер пулнă. 5 çулти арçын ачана 2018 çулта диспансерта шута илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр хулари ача-пăча клиника больницин педиатрĕсем видеоçыхăну мелĕпе 650 ытла хутчен сĕнỹ-канаш ыйтнă.