Паллă ĕнтĕ, кăçал Республика кунĕнчи тĕп мероприятисем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртеççĕ.
Çĕнĕ Шупашкар çыннисем уява хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Республика кунĕ хулана тĕпрен тирпей-илем кỹме пулăшасса, уйрăмах урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрассине тĕпрен лайăхлатма май парасса шанаççĕ.
Хулара «Интеграл» пурăнмалли çурт-йĕр комплексне тума пуçланине çирĕплетекен капсула вырнаçтарĕç, çак кунах тăлăх ачасене хваттер уççисене парĕç. Олимп резервĕсен 3-мĕш Спорт шкулне чаплă лару-тăрура уçни те — республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм.
Спорт мероприятийĕсене илсен, çак кун ăратлă урхамахсен Çĕнĕ Шупашкар кубокĕшĕн ирттерекен чупăвĕ тата çар искусствисен «Чăваш паттăрĕ» ăмăрту пурне те хăйсем патне илĕртĕç.