Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ытарайми чĕлхем

Ытарайми чĕлхем

Чăваш халăхĕн историри çул-йĕрĕ çыруллă документсенче çеç мар, сăмахлăхра, чĕлхе тĕнĕнче (язычествăра), кил-тĕрĕшри япаласемпе тĕрĕ-эрешре, тăванлăх-хурăнташлăх, çырма-çатра, ялсемпе урамсен ячĕсенче упранса юлнă. Тĕслĕхрен, Ураскилт ялĕ, Киремет, Тăм пуççи, Хлипка йăмри, Марин кỹлли, Мăххит çырми, Яппи кас, Сăрхăви вăрманĕ тата ытти те веçех пĕр ял — Лаш Таяпа кун-çулĕ.

Чи авалхи çырулăх рунăпа усă курса çырнă халăх сăмахлăхĕ пулнă. Атăлçи Пăлхар тапхăрĕнче 1069 çулта тĕрĕк халăхĕсен уйгур чĕлхипе çырнă поэми те паллă хайлав шутланать. Ăна Паласахун Юсупĕ чăвашла çырнă (Анатолий Смолин куçарнă). XV ĕмĕрте чăвашсем Хусан ханлăхĕн пусмăрне лекнĕ. Йывăр пулсан та халăх хăй ятне, ăсне, чĕлхине, çĕршывне упраса хăварма пултарнă. XVI ĕмĕртен вара Чăваш çĕрĕ Вырăс патшалăхĕн йышне кĕрет, ку тапхăртан чăвашсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ тапхăр пуçланать. Вĕсем вырăс халăх сăмахлăхĕпе, унăн юрри-кĕввипе паллашаççĕ тата хăйне валли çĕннине илеççĕ.

XIX ĕмĕрте И.Я.Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçни тăван сăмахлăхăн аталанăвне тĕлĕнмелле пысăк хăват парса хăварнă.

Тăван чĕлхемĕр — темиçе ĕмĕр хушши аталаннă, пуянланнă, илемленнĕ чĕлхе, çавăнпа вăл янравлă та çепĕç, сăнарлă та ытарлă. Чăваш юманĕ пек ватă та патвар. Шанас килет: хăйĕн хăватне çухатмасăр, çултан-çул тĕрекленсе пырĕ.

Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев хăйĕн «Халалĕнче» çапла çырса хăварнă: «Туссем, тăвансем, ытарайми чăваш çыннисем! Мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕпех чунăмпа, чĕремпе çунса пурăнтăм сирĕншĕн… Ан манăр. Астуса тăрăр çакна! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхинчен ютшăнмасан халăх кăмăлĕ пĕтĕмпех сирĕн аллăрта пулĕ».

Валерий ТЕЛЕЙ. Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code