Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕлĕсем чăвашла иртнĕ

Кĕлĕсем чăвашла иртнĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн 2023 çула Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Çакă учительсем çине тата та ытларах тимлĕх уйăрма, вĕсен пархатарлă ĕçне çỹллĕрех шая çĕклеме пулăшать.

Çав вăхăтра пирĕн ачасене пĕлỹ паракансене сума сунисĕр пуçне хутла пĕлмен чăваш халăхне çутта кăларас тесе чунĕсене парса ĕçленĕ çынсене те манса каймалла мар. Вĕсенчен пĕри — Алексей Васильевич Рекеев. Вăл Иван Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕ, чăваш ачисене чăвашла вĕрентме пуçлаканĕ пулнă. Кивĕ Эйпеç ялĕнче пĕрремĕш чăваш шкулне уçнă, çак ялти чиркĕвĕн пĕрремĕш чăваш пачăшкинче тăрăшнă А.Рекеев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитет.

Алексей Васильевич Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1848 çулта удел хресченĕн çемйинче çуралнă. 9 çула çитсен ăна Пăрăнтăк ялĕнчи удел шкулне леçнĕ. Вĕренекенсен йышĕнче çурри ытла чăваш пулин те, шкулта мĕн пур урок вырăсла иртнĕ, ачасем нимĕн ăнланмасăр кĕлĕсене пăхмасăр калама, Библири статьясене вулама вĕреннĕ. Унта ятарлă учитель пулман. А.И.Баратынский пачăшкă кăтартса пынипе унччен маларах кăштах ăс пухнă аслăрах класри ачасем çĕнĕрен килнисене вĕрентнĕ. Çапла вĕренекенсенчен хăш-пĕри çеç арифметикăпа тăватă тĕрлĕ шутлама тата тĕрĕс çырма вĕреннĕ.

1862 çулта Пăрăнтăк шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Рекеев хресчен ĕçне кỹлĕннĕ. Ашшĕ вилнĕ хыççăн амăшĕн пилĕк ачана пĕчченех ура çине тăратмалла пулнă. Алексей малтан кĕтỹ кĕтнĕ, унтан пĕр тăлăх хĕрарăм патĕнче тарçăра ĕçленĕ. 1868 çулта çулла Чĕмпĕрте вĕренекен Иван Яковлев тăван ялне каникула килнĕ. Вăл Рекеевпа пĕр çулта, пĕр ялта çуралнă, Пăрăнтăкри шкулта та вĕсем пĕр вăхăт пĕрле вĕреннĕ. Иванăн Алексее малалла вĕрентесси килнĕ, çавна май вăл ăна Чĕмпĕре пыма хистенĕ, пулăшма шантарнă. Ку калаçу хыççăн 19 çулхи çамрăкăн вĕренме каяс кăмăл вăй илнĕ, анчах амăшĕ те, пиччĕшĕсем те хирĕç пулнă. Куншăн ăна вăрçса та илнĕ, ỹкĕтлесе тата хăратса та пăхнă, аслă пиччĕшĕ Василий çỹçĕнчен те лăскаса илнĕ. Алексей вара 1868 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çемйине систермесĕр килĕнчен тухса кайнă, çитмĕл çухрăма хыçа хăварса Чĕмпĕре çуранах çитнĕ. Хулара И.Яковлев хваттерĕнче пурăнма пуçланă. Вăл пулăшнипех малтан Чĕмпĕр уесĕн училищинче вĕреннĕ, 1872 çулта икĕ çулхи педагогика курсне пĕтернĕ. Çак çулах ăна пĕр шкула ĕçлеме янă. Çĕнĕ учитель шкулти предметсене, Турă законне чăвашла вĕрентнĕ, чиркỹре кĕлĕсене чăвашла юрлама хăнăхтарса пынă. Çавна кура шкулта вĕренекенсен шучĕ ỹссе пынă, чиркĕве те чăвашсем ытларах çỹреме пуçланă. Рекеев чăваш шкулĕсем валли кăларакан учебниксен пахалăхне те тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ, авторĕсене кирлĕ канашсем панă.

И.Яковлев ертсе пынипе Алексей Евангели, Псалтирь тата ытти кĕлĕ кĕнекисене чăвашла куçарма пулăшнă, пичете париччен пурне те хăй тĕрĕсленĕ. 1874 çулта паллă миссионер Н.И.Ильминский чĕннипе Рекеев Хусанти учительсен семинарийĕнчи чăваш шкулĕнче вĕрентме пуçланă. Чăвашла кĕнекесем кăларса вĕсене сарас ĕçре тăрăшса ĕçленĕ. Ильминский сĕннипех 1878 çулта Алексее диакона кăларнă, тепĕр 3 çултан священника алă хурса Кивĕ Эйпеç прихутне ĕçлеме янă. Унти пачăшкă вилнĕ хыççăн çулталăк ытла ялти чиркỹ ĕçлемен, прихут саланма пуçланă. И.Яковлевпа Н.Ильминский чăваш ялĕсенче чăвашран тухнă пачăшкăсем кирлĕ пулнине лайăх ăнланнă, мĕншĕн тесен чăваш ялĕсем мусульман тĕнне куçнă тĕслĕхсем пулнă.

Рекеев чиркỹре кĕлĕсене чăвашла ирттернĕ, хресченсемпе пур çĕрте те тăван чĕлхепе калаçса Христос тĕнне ăнлантарнă. 1894 çулта пачăшкă тăрăшнипе прихут çыннисен укçи-тенкипе ялта çĕнĕ чиркỹ туса лартнă. Вăл пысăк, хитре, ăшă пулнă. Рекеева хресченсем хутла пĕлменни питĕ пăшăрхантарнă. Пачăшкă 1881 çулта Кивĕ Эйпеç ялĕнче пĕчĕк шкул уçнă. Унта 20 арçын ача тата 10 хĕр ача вĕренме пуçланă. Пĕрремĕш вĕрентекен пулса Михаил Никитич Тахташкин ĕçленĕ. Иван Яковлевич шкула кирлĕ кĕнекесем, ытти вĕренỹ пособийĕ парса пулăшнă. Алексей Васильевич тăрăшнипех таврари ялсенче 8 шкул уçнă, Кивĕ Эйпеç ялĕнче чăвашла кĕнекесен лавкки ĕçлеме пуçланă, унта православи кĕнекисене сутнă, нумайăшне тỹлевсĕр салатнă. Пачăшкă тата учительсем тăрăшнипе хресченсем вĕренỹ уссине ăнланнă, шкулсенче ача шучĕ ỹссех пынă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра прихутран 8 священник, 5 диакон, 3 псаломщик , 18 вĕрентекен тухнă. Лайăх ĕçленĕшĕн Алексей аттене тĕрлĕрен чиркỹ наградисем парса чысланă. Кивĕ Эйпеç прихутĕнче 35 çул ĕçленĕ хыççăн Алексей Васильевич 1916 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Çапах та ватлăхĕ лăпкă пулман унăн. Ун вырăнне килнĕ çамрăк священник Рекеев çинчен суя сăмахсем сарса ял халăхне ватă çынна хирĕç тăратнă, çавна май Алексей аттен ялтан тухса кайма тивнĕ. Темиçе çул Теччĕри тăванĕ патĕнче нушаланса пурăннă хыççăн вăл каллех Кивĕ Эйпеç ялне таврăннă, выçă вилесрен унăн ыйткаласа çỹреме те тивнĕ. Паллах, хăйĕн пархатарлă ĕçне халăх манса кайни ăна хурлантарнă, чĕрине ыраттарнă.

А.Рекеев протоиерей 1932 çулта вилнĕ, ăна алтарь айне пытарнă. Чиркỹ çуртне шкула панă хыççăн священник ỹтне чиркỹ çумне куçарнă. Вăхăт иртнĕçемĕн А.Рекеевăн ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне ăнланакансем Кивĕ Эйпеç ялĕнчи шкул умĕнче ăна хисеплесе палăк уçнă. Л.Л.Григорьев предприниматель пачăшкă вил тăприйĕ çине çĕнĕ палăк лартрĕ. Виталий Васильев çак таса вырăна хĕлĕн-çăвĕн пăхса тирпейлесе тăрать.

Силуан КОЗЛОВ иеромонах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code