Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Христос чĕрĕлнĕ! Чăн-чăнах та чĕрĕлнĕ!

Христос чĕрĕлнĕ! Чăн-чăнах та чĕрĕлнĕ!

Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăни — пĕтĕм тĕнчешĕн пысăк савăнăç. Пĕтĕм тĕнчери халăх Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнине асăнса праçник тăвать, пур çын та Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнишĕн савăнать. Çакăн пек таса Мăнкун пĕрре анчах, вăл праçниксенĕн праçникĕ, савăнăçсенĕн савăнăçĕ.

Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăрса тамăк вăйне пĕтернĕ. Христосăн малтан вилĕм хăватне тытса тăракан шуйттана çĕнтермелле пулнă. Çавăнпа вăл хăйĕн таса ỹчĕ тупăкра выртнă чухне хăйĕн вилĕмсĕр чунĕпе тамăка аннă. Тамăк ăна ахаль çын пулĕ тесе илнĕ те — хăватлă, мухтавлă Турра курах кайнă. Тамăк Çăлакана курсан хăраса кайнă, тамăк хапхисем çĕмĕрĕлсе аннă. Çăлакан Турă шуйттана çыхса пăрахнă та тамăк тыткăнĕнче ларакан çынсене ирĕке кăларнă.

Иисус Христос тамăка çĕнтерсен кайран каллех çĕр çине улăхнă, вара хăйĕн вилĕмсĕр чунне çĕрми ỹчĕпе пĕрлештернĕ те хăйĕн Турăлăхĕпе вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă. Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăрса пирĕн вилĕме пĕтернĕ. Иисус Христос тупăкран чĕрĕлсе тăрсан унăн ỹчĕ улшăннă, унăн ỹчĕ курăнакан ỹтрен курăнми ỹт пулнă, вилĕмлĕ ỹтрен вилĕмсĕр ỹт пулнă.Çавăнпа вăл чĕрĕлсе тăрсан çĕр çинче курăнмасăр çỹренĕ, тапхăр-тапхăр анчах хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă. Иисус Христосран малтан та хăш-пĕр сăваплă çынсем вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, анчах вĕсем Турă хăвачĕпе чĕрĕлсе тăнă. Вăл ỹлĕм вилмелле мар чĕрĕлсе тăнă, вăл ĕмĕр вилĕмсĕр пулнă. Иисус Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсан ĕмĕрлĕх пурнăç пуçланса кайнă. Çапла вăл Хăй чĕрĕлсе тăнипе пирĕн тăшмансене, тамăкпа вилĕме çĕнтернĕ, пире ĕмĕрлĕх пурнăç панă, пире каллех Рай алăкне уçса панă. Çав ĕмĕрлĕх пурнăçа эпир Христоспа пĕрлешнĕ тăрăх кĕретпĕр. Эпир Христоспа унăн ỹчĕпе юнне хамăр ăша илсе пĕрлешетпĕр. Иисус Христос çапла калать: «Манăн ỹтĕме çиекен, манăн юнăма ĕçекен манăн ăшăмра пулĕ, эпĕ те унăн ăшĕнче пулăп. Манăн ỹтĕме çиекен, манăн юнăма ĕçекен ĕмĕрлĕх пурнăçа илет. Эпĕ те вара ăна юлашки кун чĕртсе тăратăп».

Эй, Христоса ĕненекен çынсем! Пурсăр та килĕр, хăватлă чĕрĕлсе тăнă Христоса пуççапар. Çак Турă панă кун хĕпĕртесе, савăнса тăрар. Эпир ĕнтĕ Христос урлă пурсăмăр та пĕртăван, пĕр-пĕрне чунтан юратса «эй тăвансем», — тесе ыталар, пире курайманнисене пурне те Христос чĕрĕлнĕ кун урлă каçарса çапла калар: Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх панă, теер. Аминь.

Анатолий ЕМЕЛЬЯНОВ протоиерей,
Курнавăшри Христос ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code