Прокуратура хăйĕн тăванĕнчен бюджет укçи-тенки шучĕпе çурт-йĕре тара илнĕ Çĕнĕ Шупашкарти депутата тĕрĕслет.
Чăваш Ен прокуратурин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче асăннă депутат хăйĕн çывăх хурăнташĕнчен çурт арендăланă май йĕркене пăсни палăрнă.